Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп вырăнта — профилактика ĕçĕ-хĕлĕ

Тĕп вырăнта — профилактика ĕçĕ-хĕлĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлура округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров сăмах илчĕ. Вăл округра пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас тĕлĕшпе палăртнă плана пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсем мĕнле пыни пирки каласа кăтартрĕ. 2024 çулхи 5 уйăхра пирĕн округра 7 çурт (650 тăваткал метр) хута янă. Çакă планпа пăхнин 38 проценчĕпе танлашать. Леонард Васильевич, çурт-йĕр çĕклессипе çыхăннă темăна республика Правительстви пысăк тимлĕхре тытнине асăннă май, палăртнă плана пурнăçласси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине каларĕ.

Малалла округ администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комиссин секретарьне Эльвира Молоствовăна сăмах пачĕç. Эльвира Валерьевна ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи кун асăннă комиссинче çакăн евĕр 23 çемье учетра тăрать, вĕсенче 53 çула çитмен ача çитĕнет. Кушкă, Тăрăм, Энтепе ялĕсенчи 3 йывăр çемье çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ вăл. Паянхи кун ачисене ашшĕ-амăшĕнчен туртса илес ыйту тăрать. Округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн опекăпа попечительство ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Нелли Ишмуратова асăннă темăна малалла тăсрĕ.

— Шел пулин те, юлашки вăхăтра çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕн шучĕ нумайлансах пырать. Чылайăшĕ киревсĕр йăласемпе туслă пулнипе, çавна май этемлĕхĕн ырă енĕсене, çемье хаклăхне çухатса пынипе çыхăннă çакă. Çавăнпа та сирĕн, ку енĕпе ĕçлекен специалистсен, ялсене тăтăшах тухса çỹремелле, йывăр е вăл картлашка çине хăпарма пултаракан çемьесенче пулса вĕсенчи лару-тăрупа паллашмалла, мĕнле пулăшма май пуррине тишкермелле, — палăртрĕ Леонард Васильевич темăна пĕтĕмлетнĕ май.

Кунта профилактика ĕç-хĕлĕ тĕп вырăн йышăнать. Ĕçе вăйлатас тесен вĕрентỹ, культура, сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен, ял тăрăхĕсен специалисчĕсен, социаллă работниксен тата ытти яваплă органсен килĕшỹре, яваплăха туйса ĕçлемеллине те палăртрĕ.

Канашлура пушартан асăрханас, шыва кĕнĕ чух тимлĕ пулас, хамăр пурăнакан территорисене тирпейлĕхре тытас тата ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code