Суббота, 5 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Экофестиваль иртнĕ

Экофестиваль иртнĕ

Чăваш Енри экологи культурипе çут çанталăкпа перекетлĕн усă курассин çулталăкне халалласа иртнĕ кунсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче «Родники России — родники Чувашии» ятпа республикăри экофестиваль иртнĕ.

Асăннă мероприятие çут çанталăк пуянлăхне — Чăваш Енри пысăк тата пĕчĕк юхан шывсен пуçламăшĕсене — çăл куçсене упрама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Май пулнипе усă курса муниципалитет округĕсенчи çăл куçсене тирпей-илем кĕртессипе йĕркеленĕ конкурс кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсен ретĕнче Елчĕк муниципалитет округĕ те пур. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи çăл куç — çĕнтерỹçĕ, Питтĕпелĕнчи Турă Амăшĕн çветтуй çăл куçĕ призер пулнине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code