Воскресенье, 30 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Çĕнĕ юрăç концерчĕ

Çĕнĕ юрăç концерчĕ

Таяпа Энтри ялĕнчен тухнă юрăçсем хушăнсах пыраççĕ. Алексейпе Андрей Шадриковсем тесен пирĕн ял ачисем тесе мăнаçланатпăр. Яна Герасимова çамрăк хĕр те пысăк сцена çинчен илемлĕ юрăсемпе савăнтарать. Иртнĕ эрнере вара пирĕн ялта çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнакан Виталий Воронов юрăç ял халăхне «Хамăр ял ачисем» программăпа хаваслă концерта пухрĕ. Клубра ларса-тăма вырăн пулмарĕ. Чăн та, юрăçа сума суса халăх йышлă пухăнчĕ, хыттăн алă çупрĕ. Виталий мана хăйне Алексей Шадриков пекех сăпайлă тытни килĕшрĕ. Юррисене итлесе ларма вара питĕ кăмăллă. Вăл юррисене ача чухне пĕрле выляса ỹснĕ хамăр ял ачисене, ашшĕпе-амăшне, тăван яла халалланă.

Юрăçа хисеплесе Мускавран тăванĕсем, çывăх çыннисем, Андрей Думилин, Михаил Федоров-кĕçĕнни, Константин Рязанов пултаруллă çамрăк юрăçсем килсе çитнĕ. Концерта Ольга Савинова ертсе пычĕ. Альбина Юрату сăвăç та килнĕ. Вăл Виталипе килĕштерсе ĕçленине каларĕ, ăна хăйĕн сăвă кĕнекисене парнелерĕ. Концерт вĕçленсен юрăçсене ял халăхĕ ятĕнчен Елена Петрова педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Геннадий Софронов клуб заведующийĕ чунтан тав сăмахĕ каларĕç.

Эпир Виталий Воронова малашне те пултарулăх çулĕнче çитĕнỹсем тума сунатпăр.

Ирина ВАНЮШИНА,
ял библиотекин заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code