Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2024 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнчи 85-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри тĕп больницăри Людмила Ивановна КАПЛАМОВА аслă категорири участокри фтизиатр тухтăр, профпатолог тухтăр ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл «Чи лайăх фтизиатр клиницист» ята тивĕçнĕ.