Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кашни çемье — хăй пĕр çĕршыв

Кашни çемье — хăй пĕр çĕршыв

2024 çула Раççей Президенчĕ Çемье çулталăкĕ тесе йышăну туни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакă пирĕн çĕршывра çемье тĕп вырăнта пулнине кăтартакан тĕслĕх. Кашни çемье — общество ячейки, хăй пĕр патшалăх.

Аслă Пăла Тимешре ял уявне йĕркелесе ирттертĕмĕр. Вăл хулари тата ялти çамрăксем пĕр шухăшлă пулнинчен килнĕ. Вĕсен тỹпи çав тери пысăк.

Унта нумай çемьене Тав хучĕсемпе, хаклă парнесемпе чысларăмăр. Утмăл çул пĕрле килĕшỹре пурăнакан çемье — Виталипе Зинаида Александровсем пулчĕç. Зинаида Васильевна шăпах çав кун хăйĕн çуралнă кунне кĕтсе илчĕ. Мăшăрĕ утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче 80 çула çитрĕ. Вĕсем 5 ачана аслă пĕлỹ парса çĕршыва юрăхлă çынсем ỹстернĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе ывăлĕн ашшĕ-амăшне пăхмалла текен вĕрентĕве мала хурса Юрий Витальевич ывăлĕ вĕсене хăйĕн хỹттине илнĕ. Çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнă. Самана улшăнсан, пурнăç таппипе утса, халăхран сĕт пуçтарассине йĕркелесе янă. Ял çыннисемпе канашласа хирти пай çĕрĕсене пĕрлештерсе усă курма тытăннă. Мăшăрĕ — Лариса Ильинична — суту-илỹ ĕçне йĕркелесе пырать. Вĕсен икĕ ывăлĕ те хăйсен пурнăçне тăван ялпа çыхăнтарчĕç. Аслă пĕлỹллĕ çамрăксем — ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ. Денис ăратлă сурăхсем ĕрчетес ĕçе лайăх йĕркелесе ячĕ.

Ывăлĕсем çемьеллĕ, ачисене ỹстереççĕ.

Александровсен 4 хĕрĕ те пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă: яваплă ĕçсенче тăрăшаççĕ. Вĕсен ачисем те демографи политикине ăнланса, тĕпе хурса пурăнаççĕ. Александровсем бриллиант туйне паллă тăваççĕ, вĕсене 9 мăнукпа 5 кĕçĕн мăнук телейпе савăнăç парнелеççĕ.

Уявра «Тĕслĕхлĕ çемье» номинаци те пулчĕ. Кунта 45 çул килĕшỹре пурăнакан Юрипе Галина Деомидовсен çемйине палăртрĕç. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Аслисем ашшĕ çулĕпе кайнă — энергетиксем, хĕрĕ — фармацевт. Пурте мăшăрлă, çурт-йĕрлĕ. Хăйсене тивĕçлĕ воспитани панăшăн ашшĕ-амăшне тав тăваççĕ, мăнуксемпе савăнтараççĕ. Çулла 8 мăнук сассипе тулать вĕсен кил-çурчĕ. Çывăх кунсенче Галина Германовнан савăнмалли сăлтав каллех пулать-ха — 70 çул тултарать вăл. Çав ятпа саламласа хăварар-ха ăна.

«…»

Зинаида ПОРТНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code