Надежда Афанасьева, Любовь тата Алена Черновăсем Аслă Елчĕк ялĕнчи «Яльчикский КООПторг» лавккара сутуçă пулса тăрăшаççĕ. Надежда Васильевна ку ĕçре 16 çул, Любовь Васильевна 12 çул, Алена Николаевна вара 3 çул вăй хураççĕ.
Хăйсен ĕçне чунтан парăннă тарават сутуçăсемпе тавар туянакансем кăмăллă. Нумаях пулмасть асăннă лавкка «Чувашпотребсоюз» пĕрлĕх республика шайĕнче «Торговля Чувашии» ятпа йĕркеленĕ конкурсра 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Конкурс ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ чух сутуçăсем хальхи технологисене алла илнине, халăх ыйтăвĕсемпе тивĕçлĕ ĕçленине, тавар ассортименчĕ пуяннине, лавккан шалти е тулти юсавлăхне, тупăш шайне шута илнĕ.
— Пирĕн лавккана халăх тулли кăмăлпа çỹрет. Хамăр ялтан анчах мар, Тутар Республикине кĕрекен çывăхри ялсенчен те килсе çỹреççĕ кунта. Чи кирли — халăхăн ыйтăвне туллин тивĕçтерни, пĕр-пĕрне ăнланни. Килĕшỹлĕх пулсан кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме, тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулать, — палăртать Надежда Афанасьева.