Суббота, 5 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шутлă кунсенче, пысăк пахалăхпа

Шутлă кунсенче, пысăк пахалăхпа

Кăçал уй-хир ĕçченĕсене утă-сенаж хатĕрлеме мĕнле кирлĕ çавăн пек çанталăк пачĕ — шăрăх кунсем тăнине пула çулса пăрахнă курăка кушăхтарма нумай вăхăт та кирлĕ мар. Çакна кура округри ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма апат хатĕрлес ĕç кал-кал пырать. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнче пухса хатĕрленĕ оперативлă сводкăра кăтартнă тăрăх, июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пурĕ 4423 тонна е 88 процент утă, 24207 тонна е 62 процент чухлĕ сенаж хатĕрленĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине çак çулсем тăршшĕпех пысăк тимлĕх уйăракан «Победа» сахал яваплă обществăра 500 гектар йышăнакан нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен шутлă кунсенче 6000 тонна пахалăхлă сенаж хатĕрлесе хăварнă. Тĕрĕссипе илсен, палăртнă чухлĕ çак сĕтеклĕ апат сăвăнакан ĕнесемпе ытти мăйракаллă шултăра выльăха хĕл тăршшĕпе тăрантарса усрама çителĕклех. Апла пулин те хĕл хырăмĕ пысăк пулнине асра тытса курăксене иккĕмĕш хут çулнинчен те ăна тата траншейăсене хывма шутласа хуни, сенажпа саппасланни ытлашши пулманнине палăртрĕ директор çумĕ Александр Головин.

— Ĕне выльăх алла пăхать. Ăна умран юличчен тăрантармалла. Унсăрăн епле тивĕçлĕ шайри продукци туса илĕн? — тесе те хушса хучĕ вăл.

«Победа» сахал яваплă обществăра уй-хирти кирек хăш ĕçе те кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама майсем çителĕклĕ. Чи кирли — кунта иртнĕ çулсенчен тытăнсах хăватлă йышши ял хуçалăх техникипе тухăçлă усă курнинче. Уй-хирте хальхи йышши техника (ворошилка, пресс-подборщик…) «хуçаланни» нумай ĕçе ансатлатать мар-и? Техникăна шанчăклă çынсен аллине шанса панинчен те нумай килет, паллах. Черетлĕ утă çи тапхăрĕнче пысăк хастарлăхпа тимлекен механизаторсем — Анатолий Сорокинпа Николай Герасимов, Сергей Елисеевпа Леонид Сусметов, Владимир Козловпа Рамиль Самигуллин, Алексей Кирилловпа Олег Елисеев, Николай Логиновпа Дмитрий Деомидов тата Николай Палашкин çине чăннипех шанма пулнине кунта лайăх ăнланаççĕ…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Рамиль Самигуллин, Владимир Козлов, Олег Елисеев, Дмитрий Деомидов тата Сергей Елисеев хĕрỹ ĕçре.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code