Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çирĕп йĕрке вăя кĕнĕ

Çирĕп йĕрке вăя кĕнĕ

«Чăваш Республикин территорийĕнче килти чĕр чунсене усрассипе, çав шутра вĕсене уçăлтарса çỹрессипе çирĕплетнĕ хушма йĕркесене пăхăнма яваплăх илессин тĕлĕшĕпе Чăваш Республикинче административлă йĕркене пăсни çинчен» Чăваш Республикин 2023 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнчи (22-мĕш номер) Саккунĕн 26.2 статйи Чăваш Енре 2023 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса вăя кĕнĕренпе килти чĕр чунсене усрассипе хушма йĕркесем çирĕпленнĕ.

Ку чухне хуçисен хăйсен килти чĕр чунĕсене Чăваш Енри патшалăх ветеринари службине пăхăнса тăракан учрежденисенче регистраци тумалла.

Çынсем ушкăнпа усă куракан вырăнсенче — урамсемпе тăкăрлăксенче, скверсемпе бульварсенче, шыв объекчĕсен çывăхĕнчи çырансен хĕррисенче… килти чĕр чунсене (мăйракаллă шултăра выльăхсемпе лаша, сысна, йытă, кушак, хур, кăркка тата килти ытти чăх-чĕп) никам асăрхавĕсĕр, хăйсем тĕллĕн пăрахса хăварнăшăн хуçисене административлă майпа явап тыттараççĕ — 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ.

Çав вăхăтрах килти выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке харпăр хăй кил хуçалăхĕн лаптăкĕсенче анчах çỹретме ирĕк пур.

2024 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа килти выльăх-чĕрлĕхе туяннă хыççăн 15 кун хушшинчи тапхăрта е вĕсем виçĕ уйăха çитиччен регистраци тума ĕлкĕрмелле. Маларах палăртнă Саккунпа килĕшỹллĕн килти выльăх-чĕрлĕхе регистраци туманшăн штраф тỹлемелле — 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран. Обществăлла вырăнта никам асăрхавĕсĕр, хăйсем тĕллĕн пăрахса хăварнăшăн е кунта тăрантарса апатлантарнăшăн та административлă майпа явап тыттараççĕ.

«…»

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code