Пятница, 18 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешсем — лауреатсем

Ентешсем — лауреатсем

Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн кăçалхи лауреачĕсем паллă.

Пултаруллисен йышĕнче пирĕн ентешсем те пур. Патреккел ялĕнче çуралса ỹснĕ, «Чăваш Ен» ПТРК корреспонденчĕ Алексей Енейкин асăннă премие иккĕмĕш хут илнĕ. Вăл çарпа патриотизм темине уçса паракан ятарлă репортажсен ярăмне хатĕрленĕ.

Тепĕр лауреат — И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн 4-мĕш курс студентки Мария Николаева. Ĕнел хĕрĕ премие экологи вĕренĕвне аталантарас тĕлĕшпе хатĕрленĕ «Чăваш Ене упрăр!» проектшăн тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code