Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Июль уйăхĕнче — 4 тĕрлĕ субсиди

Июль уйăхĕнче — 4 тĕрлĕ субсиди

Чăваш Енри аграрисем утă уйăхĕнче 4 тĕрлĕ субсиди илме заявлени тăратма пултараççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта грантсемпе субсидисем илме паракан заявкăсене патшалăхăн финанс пулăшăвĕн мерисемпе тивĕçтерекен порталта йышăнаççĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем онлайн-сервис пулăшнипе агростраховани, техмодернизаци, теплицăра пахча çимĕç ỹстерес, элита вăрлăх хатĕрлес енĕпе патшалăх пулăшăвне илме заявка пама пултараççĕ. «Кăçал агропромышленность комплексне пулăшма 5 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çав шутран ял хуçалăх таварĕн производствине вăйлатма — 3,2 миллиард тенкĕ, ялсене комплекслă майпа хавхалантарма — 1,1 миллиард тенкĕ, çăмăллăхлă кредит валли 706,8 миллион тенкĕ уйăрма йышăннă», — тесе пĕлтернĕ Сергей Артамонов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code