Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Пĕрлĕх пуянлăхĕ — тăрăшуллă ĕçченсенче

Пĕрлĕх пуянлăхĕ — тăрăшуллă ĕçченсенче

Райпо тытăмĕнче тăрăшакансем тата унта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем нумаях пулмасть пысăк уява — райпо туса хунăранпа 85 çул çитнине анлăн паллă турĕç. Потребительсен обществин ĕçĕ-хĕлĕ анлă паян: суту-илỹ, обществăлла апатлану, производство, хатĕрлев, аптека ĕçĕ-хĕлĕ, йăла пулăшăвĕ — çакă пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн.

Пирĕн округри потребительсен обществине 2023 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен Комсомольски округĕнчи потребительсен обществин канашĕпе пĕрлештернĕ. Çавна май Комсомольски райпо канашĕн председателĕпе Светлана Грачевăпа тĕл пулса асăннă тытăмри тĕрлĕ ыйтăва хускатрăмăр.

Светлана Николаевна, эсир нумаях пулмасть уяв ирттертĕр. Мĕнлерех кăтартусемпе кĕтсе илчĕç Елчĕк, Шăмăршă тата Комсомольски кооператорĕсем уява?

Виçĕ округра та ĕçченсем уява начар мар кăтартусемпе кĕтсе илни, кăçалхи çур çулхи ĕç-хĕлĕн тĕп кăтартăвĕсене тишкерес пулсан ỹсĕмсем пурри савăнтарать. Республикăри потребкоопераци организацийĕсем хушшинче 2023 çулта ирттернĕ ăмăртура Комсомольски райповĕ виççĕмĕш вырăна йышăнса Хисеп хутне çĕнсе илчĕ. Питĕ пысăк çитĕнỹ çакă пирĕншĕн. Кунта тытăмри кашни ĕçченĕн тỹпи.

— Паянхи кун райпо предприятийĕсемпе лавккисем хуларисенчен кая мар, тавар енчен пуян. Мĕнле тивĕçе мала хуратăр ĕçре?

— Ĕçре ытларах пахалăх çине пусăм тăватпăр. Чăвашпотребсоюз лавккисенче вырăнта хатĕрленĕ апат-çимĕç ытларах пултăр, пахалăх тĕлĕшĕнчен шанчăклă тавара ял халăхĕ кăмăлласах туянтăр тесе тăрăшатпăр.

Вырăнти обществăлла апатлану предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ мĕнлерех йĕркеленсе пырать? Округра сирĕн тытăмри апатлану вырăнĕсем çукки самай пăшăрхантарать Елчĕк тăрăхĕнчи халăха. Округ центрĕнчи «Пельменная» кафере питĕ тутлă çитереççĕ, персонал та ĕçне чунтан парăннă. Çапах та апатлану вырăнĕ паянхи саманапа тан юсав ĕçĕсене ыйтать. Вăхăтĕнче «Нива» ятпа палăрнă ресторан хупă тăни вара кăмăла хуçать.

— Асăннă тытăмра тимлекенсем хăйсен ĕçне пĕлсе туса пыраççĕ. Кафе-столовăйсенче яланах тутлă çитерме тăрăшаççĕ. Комсомольскинче паянхи кун 7 апатлану вырăнĕ.

Елчĕк пирки, чăн та, ыйту çивĕч. Иртнĕ çулта виçĕ округăн потребитель обществисем пĕрлешнĕренпе ĕç вуçех те пурнăçламан теместĕп. Пăр тапраннă тесен тĕрĕсрех пуль, çапах та пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсене кĕске вăхăтра туса хума çуккине пиртен кашниех ăнланать. Аслă Елчĕк тата Тăрăм лавккисем юсавлă. Вĕсен ĕçченĕсем питĕ тăрăшуллă, ĕçшĕн çунса тăнине палăртас килет. Çавна май Аслă Елчĕксем республика шайĕнчи «Чăваш Енри суту-илỹ» конкурсра мала тухса 2-мĕш степень диплома тивĕçрĕç. Лавккасене вĕсем пек юсасси, оборудованисене çĕнетсе пырасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Юлашки вăхăтра чылайăшĕнче сивĕтмĕшсем вырнаçтартăмăр. Çĕнĕ икĕ «Газель» автомашина туянни ĕçе самай çăмăллатрĕ. Елчĕкри «Органика» лавкка та хăтлăх тĕлĕшĕнчен кая юлмасть. Кунта çăкăр-капăртма, кукăль пĕçерекен цех ăнăçлă ĕçлет.

Çапла, ыйтăва тĕрĕс хускататăр. Елчĕк халăхне пирĕн тытăмри кăмăлтан апатланса канса ларма май паракан кафесем çукки пăшăрхантарать.
Çивĕч ку ыйту — эсир калакан «Пельменная» кафене юсассипе, хупăннă тепĕр кафене юсаса ĕçлеттерсе ярассипе çыхăннă ыйту тимлĕхре.

— Шкул ачисене вĕри апатпа тивĕçтерессипе ĕç-пуç мĕнле?

— Малтанах çак ĕçе хамăрăн округ шайĕнче пуçăнтăмăр — пурĕ 16 шкулти, шкулсен çумĕнчи 12 ача садĕнчи ачасене вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр.

— Ял çынни паян хăйне кирлĕ таварсемпе пулăшусене кĕтет терĕмĕр. Çу кунĕсем çитсен чăх-чĕппине те çитĕнтермелле, строительство материалĕсем те кирлĕ. Ку енĕпе мĕнлерех ĕçлесе пыратăр?

— Ялсенче кайăк-кĕшĕк сутассине темиçе çул каяллах йĕркеленĕ. Бройлерсем, хур-кăвакал чĕпписем, çамрăк чăхсем… — ял çыннисем саккас панине вырăнах çитерсе паратпăр. Кунсăр пуçне эпир хамăр таваршăн яланах яваплă. Ăнсăртран черченнисем, чирлисем лексен, туяннă хыççăнах вилсен вĕсене сыввисемпе улăштарса та паратпăр. Çакна ял çыннисем хаклаççĕ. Строительство материалĕсем сутассине те меллĕ йĕркеленĕ.

— Кашни отрасль çĕнĕлĕхе çул панипе ăнăçлă аталанать.

— Кооператорсен те пурнăç уттипе тан пымалла. Чăн та, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртни çивĕч ыйтусене татса пама май парать. Паллах, ку енĕпе пире Чăвашпотребсоюз пысăк пулăшу парать. Вăл юлашки çулсенче пысăк хăвăртлăхпа аталанакан потребительсен обществи шутланать. Çулсерен çĕнĕ магазинсем, тавар туса кăларакан объектсем уçăлнипе пĕрлех инновацин çĕнĕ проекчĕсем те ĕçе кĕреççĕ. Акă, хамăр ĕçе автоматизацилессине пĕтĕмĕшле вĕçлесе пыратпăр. Çăмăлах пулмарĕ çĕнĕ технологие алла илме, анчах халăх унăн усси пысăк пулнине курать. Паянхи кун çăмăллăнах Универбазăпа çыхăнса кирлĕ тавара саккас пама, мĕнле таварсем пуррине пĕлсе тăма пулать. Юлашки вăхăтра мобильлĕ суту-илỹ йĕркелессипе ĕçлеме пуçларăмăр. Телефона «КООПмаг» ятарлă хушăм кĕртнĕ хыççăн вырăнти райпо таварĕсемпе паллашма, саккас пама пулать. Ăна Комсомольски ялĕнчи Канашская урамри 29-мĕш çуртри адреспа вырнаçнă «Гастроном» лавкка урлă йĕркеленĕ. Ку пулăшупа хамăр тăрăхра пурăнакансем кăна мар, аякрисем те усă кураççĕ.

— Эсир пĕр-пĕрин опычĕпе паллашассине те тĕпе хуратăр.

— Çапла. Ку енĕпе сахал мар мероприяти йĕркеленет. Чи пĕлтерĕшли — Чăвашпотребсоюз 20 çул ытла МИХ представителĕсемпе тĕрлĕ округ райповĕн предприятийĕсем тăрăх пресс-тур йĕркелени. Çакăн пирки эсир хăвăр хаçатра çулсерен çыратăр. Çывăх вăхăтра — сентябрь уйăхĕнче Чăваш Енре потребительсен кооперативĕсен Пĕтĕм тĕнчери форумĕ иртмелле. Пысăк мероприятие хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ. Çак форума эпир те хутшăнатпăр, хăнасене кĕтсе илме хатĕрленетпĕр.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code