Вырăскасси ялĕнче пурăнакан Илья Федоровпа сăмах-юмах çавăрттарма питĕ ансат. Вăл, ырă кăмăллăскер, калаçуçăран куçне тартмасăр уççăн пуплет. Итлессинче те культура шайĕ пысăк. Пĕр-пĕрне чылай çул пĕлнĕрен шутланă ыйтăва та аякран пуçлама тивмерĕ.
И.Федоров пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнчен — ятарлă çар операцийĕнче. Икĕ эрнене отпуска янă ăна.
— Илья Алексеевич, эсĕ çитес уйăхра 64 çул тултаратăн. Пилĕк ача ашшĕ. Сана контрактпа çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне тăма мĕн хистерĕ?
— Тытнă та тухса кайнă мар, паллах. Шухăш пĕчĕккĕн çирĕпленсе пынă. Иртнĕ çулхи çуркунне Курнавăш ялĕнчи Альберт Смирнов пĕр автомашина, каярах тата виççĕ ăсатрĕ хĕрỹ точкăна. Эпир юлташсемпе юсама пулăшрăмăр. Çак ĕç те шутланине çирĕплетме пулăшрĕ пулĕ.
— Килтисене каламасăр мар-ха ĕнтĕ?
— Ыран тенĕ чухне çеç. Малтан Курнавăш территори пайĕн администрацийĕнче пултăм — çулпа та мая килетĕп иккен. Ун хыççăн çар комиссариачĕ, медицина тĕрĕслевĕ…
— Эсĕ хăй вăхăтĕнче 3 çул Лăпкă океан тинĕсĕнче службăра тăнине пĕлетĕп. Ĕнерхи моряк халĕ кам?
— Пире, 20 çынна, малтанах Рязане илсе кайрĕç. Строя тăратрĕç. Офицер манран мĕнле звани тесе ыйтрĕ. «Старшина первой статьи», — тетĕп. «Кунта ун пек звани çук!» — пулчĕ хирĕçле хурав.
Çапла вара эпĕ сержант пулса тăтăм. Парашютпа десант полкĕнчи водитель те, пулеметчик та, автоматчик та.
— Батальонра апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен мĕнлерех? Гуманитари пулăшăвĕ пырать-и?
— Аптăрасах каймастпăр. Пире çимелли-ĕçмелли кăна мар, хăш-пĕр чухне хĕç-пăшал та квадрокоптерпа пăрахса параççĕ — техникăпа кĕни хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Гуманитари пулăшăвне пирĕн патăмăра илсе кĕреймеççĕ.
— Эсĕ подразделенире çулпа чи асли пулĕ?
— Çук, манран 6 уйăх асли пур. Контрактпа çар ретне тăнă 20-22 çулти яшсем те сахаллăн мар. Хăшĕ-пĕри маларах çар ретĕнче пулман та.
— Унта кайнăшăн ỹкĕнместĕн-и?
— Çук, пачах ỹкĕнместĕп. Юлташсем пирки те çавнах калама пултаратăп. Пĕр чăмăр пек эпир. Пĕр-пĕрне шанатпăр кăна мар, туятпăр темелле, мĕншĕн тесен çĕнтерĕве хытă шанатпăр.
— Кăнттам ыйтушăн каçар та, контрактпа çыхăннă тỹлевсемпе вăхăтлă тивĕçтереççĕ-и?
— Тỹлевсемпе вăхăтра татăлаççĕ — веçех йĕркеллĕ.
… «Боровик» (унăн позывнойĕ) отпускра та çемьене усă туса хăварас тесе тимлет. Мунчине хăтлăлатма пикеннĕ-ха. Курнавăшри тăванĕсем те пĕрлех. Мăшăрĕ — Ирина Германовна — ялти культура çуртĕнче тирпейлỹçĕре тăрăшаканскер, ăшталанса кăна тăрать. Ачисем те ĕçсĕр мар кунта. Аслисем, Дашăпа Кирилл, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем, ыттисем Курнавăшри вăтам шкулта пĕлỹ илеççĕ.
И.Федоров çемйи ял çинче хисеплĕ. Кунта округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн çумĕ Елена Никифорова калани вырăнлă.
— Илья Алексеевич Çуткỹл шкулĕнче чылай çул рабочире, газ операторĕнче ĕçлерĕ, — пĕлтерет унăн пуçлăхĕ пулнăскер. — Вăл çак çулта СВОна хутшăннинчен тĕлĕнместĕп. Çакăн евĕр çирĕп çынсем татăклă йышăну тума пултараççĕ те. Кирек мĕнле ĕçе вăхăтра, тĕплĕ тунипе палăрса тăрать. И.Федоров ĕçре чухне эпĕ çĕрле те лăпкă çывăрнă — хуçалăх енĕпе шкулта йĕрке хуçаланасса çирĕп пĕлсе тата шанса тăнă. Çемйишĕн тăрăшакан çын.
Илья Федоровпа эпир сыв пуллашмарăмăр, черетлĕ отпуска килсен тĕл пулма сăмах патăмăр.
Николай МАЛЫШКИН.