Пурнăçра мĕнле-ха вăл: пĕр япалапах пĕрисем ырлăхра иртĕхеççĕ, теприсем шар кураççĕ.
Шывсăр, юрăри пек каласан, «ни унталла, ни кунталла». Хальхи шăрăх кунсенче пушшех. Елчĕк ялĕнчи пĕр урамрах, тĕслĕхрен, кунĕн-çĕрĕн çĕр улми пахчине тỹлевсĕр майпа шыв юхтараççĕ. Вĕсем выльăх кăшманĕ пысăкăш çимĕç илесшĕн пуль-ха та алла. Колонкăсенчен кăнтăр кунĕсенче аран-аран 2-3 витре шывпа çырлахакансен вара мĕн тумалла? Харпăр хăй çинчен çеç шутлани питĕ вырăнсăр çакăн пек лару-тăрура. «Шыв улпучĕсен» совесть текенни пулмаллах ĕнтĕ.