Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çырла юрататăр-и?

Çырла юрататăр-и?

Çырла фестивальне çитсе курма васкăр. Вăл июлĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти сад центрĕнче иртет.

Фестиваль программи тĕрлĕрен мероприятисемпе пуян пулмалла. Унта çырлан тĕрлĕ сорчĕсемпе паллашма, вĕсене туянма пулĕ, кунта çавăн пекех çырла çитĕнтермелли мелсем çинчен каласа кăтартĕç, ăсталăх сехечĕсенче çырларан тĕрлĕрен апат-çимĕç пĕçерме вĕрентĕç. Мускав, Новосибирск, Самар хулисенчен килнĕ специалистсем лекцисем ирттерĕç. Суту-илỹ ярмăрккине пирĕн республикăри 19 фермер хутшăнĕ, фермерсем ытти регионтан та килсе çитĕç. Фестиваль тĕллевĕ — çырла туса илес ĕçе аталантарасси. Чăваш Енре çырла çитĕнтерекенсене тĕрлĕ грантпа пулăшаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code