Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аякри тăвансем патĕнче

Аякри тăвансем патĕнче

Иртнĕ эрнере Йĕпреç округĕнчи Смычка поселок хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Кăна мĕншĕн палăртатпăр-ха? Вăл яла йĕркелекенсем — Таяпа Энтрисем. Шăпах тăхăр теçетке çул каялла Григорий, Кирилл тата Петр Ермолаевсен, Алексейпе Владимир Мясниковсен, Егорпа Павел Максимовсен, Павел, Макар тата Платон Васильевсен, Евдокия Иванова, Леонтий Матвеев çемйисем — пурĕ 20-е яхăн куçса кайнă. Вăл йышра Аслă Елчĕксемпе Тỹскелсем те пулни паллă.

Куçса кайнисене ял ятне мĕнле парасси шухăшлаттарман, кунти «Смычка» колхоз ятне хисеп тунă вĕсем.

Унта халĕ пропискăра 100 ытла çын шутланса тăрать пулсан, тĕпленсе пурăнакансем — 50-60 çын. Поселок Ирçе Çармăс территори пайне кĕрет, вăй питти çынсем вырăнти «Заря» ЯХПКра ĕç тупнă.

Йăхташăмăрсем ял уявне Таяпа Энтрисене те йыхравланă. Делегаци йышĕнчи чи аслă представитель — 85 çулхи Геннадий Порфирьевич Иванов. Савăнăçлă тĕл пулура Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн начальникĕ Лариса Ильина асăнмалăх сехет тата Елчĕк районĕн энциклопедине, пĕр тăван Юрипе Николай Столбовсем музыка центрĕ парнеленĕ. Паллах, пирĕн енчисен юрри-ташши те питĕ кăмăла кайнă кил хуçисене.

Аякри тăвансемпе пуçарнă ăшпиллĕ калаçу кашнинче ырă кăмăл-туйăм çуратнă. Вĕсем тирпейлĕхре тытса тăракан масар çине те çитсе килнĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code