Тăван тавралăх илемне, унăн тасалăхĕпе хăтлăхне кил-çуртри тасалăхпа, хăтлăхпа танлаштаратăп. «Колхоз ялавĕ» (халĕ «Елчĕк ен») хаçатра вăй хунă çулсенче ун страницисенче чун хушнипе экологи темипе сахал мар статья-корреспонденци çырма, унпа пĕрлех, районти халăх контроль комитечĕн, çут çанталăка сыхлакан районти организацийĕнче президиум членĕн тата секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыма тивнĕрен те пулĕ, çут çанталăка упраса сыхлассин ыйтăвĕсем маншăн яланах малти вырăнта.
Хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртесси, ăна тасалăхра тытасси пирĕншĕн кулленхи, йăлана кĕнĕ ĕç пулса тăмаллине ăнланатăп. Унсăрăн эпир пулас ăру валли таса çут çанталăк хăварасси пирки шухăшлама та пултараймăпăр. Кăçал Чăваш Енре экологи культурипе çут çанталăкпа перекетлĕ усă курассин çулталăкĕ тесе пĕлтернине те тăван тавралăха сыхлассипе, малашлăхшăн тĕллевлĕ ĕçсем пурнăçлассипе çыхăннине пиртен кашнийĕ ăнланма тивĕçлĕ. Апла пулин те чылай чухне тỹнтерле ỹкерчĕксемпе тĕл пулатăн та, мĕн калани ĕçре çирĕпленни куç умне тỹррĕн тухса тăрать. Ытлашши каланă пек ан пултăр та, анчах каламасăр чун чăтмасть: ял çыннин, тем тесен те, тирпейлĕ, таса пурăнассин культури çитсе пĕтейменнине йышăнма тиветех тесе шутлатăп. Каланă сăмахсене нумай тĕслĕхпе çирĕплетме пултаратăп. Хамăр пурăнакан вырăнти йĕри-тавралăха уйрăмах çуллахи вăхăтра лайăх сăнаса пăхсан мĕн тĕрлĕ çитменлĕх курмастпăр. Урамсенче çум курăк, хыт хура алхасать. Хăш-пĕр çынсен пуçĕнче вĕсене тасатасси пирки шухăш та çук-ши? Кил-çуртсен таврашĕ кирлĕ мар ăпăр-тапăрпа тулса ларни те, паллах, урам илемне пĕтерет. Кашни ялта çỹп-çап пăрахмалли контейнерсем те вырнаçтарса панă: кил хуçалăхĕнче пухăннă ăпăр-тапăра кирек хăш вăхăтра — хăвна меллĕ самантра унта леçмелле анчах. Анчах хăшĕ-пĕри çỹп-çапа контейнер патне илсе çитеричченех уçă вырăна пăрахса хăварать те, вара вăл урам тăрăх çилпе вĕçсе сапаланнине, çатăрка михĕсене йытă-качка çыртса салатнине курсан та чун ыратать. Теприн килти выльăх-чĕрлĕхĕ (чăх-чĕппе хур-кăвакалĕ, сысни, сурăх-качаки, пăру-ĕни) те урам тăрăх çỹрет — ирхине кăларса яраççĕ те хăçан килĕсене хăваласа кĕртеççĕ пулĕ вĕсене? Вĕсем çын çỹрекен вырăна каяшпа варалаççĕ.
Иртнĕ ырă вăхăтсенче пурăнса курнăран çакна аса илетĕп: вырăнти пуçлăхран (ун чухне ял совечĕ, халĕ территорийĕ пайĕ тетпĕр) ирĕк илмесĕр обществăлла вырăнта нимĕнле ытлашши япала та упрама пултарайман. Стройка е ытти ĕçсене пикенес тĕллевпе кỹрсе килнĕ пĕрене-хăмапа чул-кирпĕче, хăйăр-гравмассăна вăхăтлăха урамра упрама ял советĕнчен ирĕк илмелле пулнă. Халĕ вара çав вăхăтри ял совечĕн е ял тăрăхĕн ячĕ-шывĕ улшăннă, çак йĕрке йăларан тухнă пулсан та, иртнĕ ырă вăхăтри йĕркене йышăннинчен япăххи пулас çуках. Вăл çынсен яваплăхне ỹстерме, йĕркене пăхăнма анчах пулăшĕ. Нумаях пулмасть «Чăваш Республикин территорийĕнче килти чĕр чунсене усрассипе, çав шутра вĕсене уçăлтарса çỹрессипе çирĕплетнĕ хушма мерăсене пăхăнма яваплăх илессин тĕлĕшпе Чăваш Республикинче административлă йĕркене пăсни çинчен» Чăваш Республикин Саккунĕ вăя кĕни те килти чĕр чунсене усрассин тĕлĕшпе çирĕп йĕрке çирĕплетме май парасса шанма хистет.
Александр ВАСИЛЬЕВ,
Тăрмăш ялĕ.
РЕДАКЦИРЕН: Тирпей-илем ыйтăвĕ Тăрмăш ялĕнче анчах мар, ытти çĕрте те çивĕч тăрать. Çуллахи вăхăтра килти выльăх-чĕрлĕх обществăлла вырăнта ирĕккĕн çỹрени, контейнер площадкисем ăпăр-тапăрпа тулса ларни, çапла майпа таврана ырă мар шăршă сарăлни, çавăн пекех контейнерсен таврашĕнче çỹп-çап сапаланса выртнин тĕслĕхĕсене ытти ялсенче те час-часах асăрхама пулни çинчен округ администрацийĕнче иртекен канашлусенче те тăтăшах сỹтсе яваççĕ. Паллах, территори пайĕсен пуçлăхĕсене те ку енĕпе сахал мар сăмах лекет. Чи кирли вара — çитменлĕхсенчен хăтăласси, йĕрке тăвасси.