Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсен çемйи

Паттăрсен çемйи

тесе калас килет Çĕнĕ Пăвари Абрамовсем пирки.

Кил хуçи хĕрарăмĕ, Маргарита Федоровна, пĕтĕм пурнăçне тăван «Сатурн» хуçалăхпа çыхăнтарнă. Производство кооперативĕ чылай çул округра сĕт сăвассипе малтисен йышĕнче пулни унран, осеменатортан тата ĕне сăвакан оператортан, нумай килет-çке. Хăйĕн ĕçĕнче чăн маçтăр иккенне вăл пĕлтĕр операторсен республикăри ăмăртăвĕнче те çирĕплетнĕ: 21 çынран иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Паттăрлăх мар-и вара ку? Харсăр ферма ĕçченĕн сăн ỹкерчĕкне кăçал округри Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.

Владимир Николаевич мăшăрĕ те фермăра, выльăхсене пăхнă çĕрте, вăй хурать. 36 çул утать вăл пĕр сукмакпа. Килĕнче те алă усса лараканскер мар, кунта та выльăхне, кайăк-кĕшĕкне пăхмалла.

Абрамовсен арĕсем пурте çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Ашшĕ — десантник. Аслă ывăлĕ — Александр (сăн ỹкĕрчĕкре) — вăтам шкул пĕтерсен сроклă служба вăхăтне миротворецсен ушкăнĕнче Абхази Республикинчи Гудаута хулинче ирттернĕ. Унта хĕç-пăшалпа усă курма тỹр килмен — çавă паха. 2022 çулхи юпа уйăхĕнчен вара ятарлă çар операцийĕнче вилĕме хирĕç тăрать вăл. Вĕсен подразделенийĕ Запорожье тăрăхĕнче вырнаçнă. Кĕçĕн сержант — зенитпа ракета батарейин аслă наводчикĕ. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна IV степень Георгий хĕресĕпе наградăланă.

Хальтерех тăван ялне тăваттăмĕш хут отпуска килнĕ вăл. Шăпах шăллĕн, Николайăн туйне ятарласа тенĕ пекех. Унпа пĕрлех мăшăрĕ Марианна, вăл Лаш Таяпаран, тата икĕ ывăлĕ.

Абрамовсен çĕнĕ кинĕ те çичĕ ютран мар — кỹршĕллĕ Кĕçĕн Шăхальтенех, Федоровсен нумай ачаллă çемйинчен. Николай Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан пĕр вăхăт инженерта ĕçленĕ, халĕ — ГАИ тытăмĕнче.

Кĕçĕннине, Женьăна, спорта пула регионта та лайăх пĕлсе çитрĕç пулĕ. Эпир те хаçатра унăн çитĕнĕвĕсене пĕр хутчен мар çутатнă. Иртнĕ çул вăл, астăватпăр, кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери 1-мĕш вăййисенче чемпион пулнăччĕ. Кăçал кăна Мускаври, Елчĕкри, Етĕрнери акатуйсенче абсолютлă виçере унпа танлашакан тупăнман…

Куратпăр: Абрамовсем ĕçре те, спортра та, çар ĕçĕнче те паттăр. Апла пулин те, каппайланасси, мăнаçланасси, сăмах «пăтти пĕçересси» вĕсемшĕн мар. Туслă çемьере сăпайлăх пуç пулса тăрать.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code