Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи малти вырăнта — çын сывлăхĕ

Чи малти вырăнта — çын сывлăхĕ

Иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ аграрисен канашлăвĕнче округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче черетлĕ вырма ĕçĕсене инкексĕр, çын пурнăçĕпе сывлăхне сиен кỹмесĕр ирттерессин ыйтăвĕсене малти вырăна кăларса тăратнă. Тухса калаçнă яваплă должноçри çынсем — патшалăх техника асăрхавĕн округри уйрăмĕн ертỹçи Владимир Мекшеев, патшалăх пушар асăрхавĕн округри уйрăмĕн инспекторĕ Сергей Сардаев та хĕрỹ ĕç çи вăхăтĕнче хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ĕçлесси çине уйрăм пусăм тунă.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче тĕш тырра пухса кĕртнĕ, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнса ĕçлес тĕлĕшпе округ администрацийĕн пуçлăхĕ ятарлă йышăну кăларнă.

Леонард Левый канашлура ертỹçĕсемпе специалистсене çакăн çинчен тепĕр хутчен аса илтернĕ: ял хуçалăх производствинче ĕçлекен мĕн пур çынна хăрушсăрлăх техникин правилисемпе тата пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемпе тепĕр хут паллаштармалла. Ĕç çине хутшăнакан ял хуçалăх машинисене, йĕтемсемпе складсене пушара сỹнтермелли инвентарьсемпе тивĕçтермелле. Комбайнсем ĕçлекен кирек хăш анара та шыв тултарнă пичкесем, автомашина, плуг çаклатнă трактор пулмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code