республика проекчĕпе килĕшỹллĕн Шупашкар ачисем округсене çитсе килнĕ.
Ку проект пулăшнипе яшсемпе хĕрсем республикăн пурнăçĕпе, историйĕпе паллашаççĕ, паллă вырăнсемпе туризм объекчĕсене кайса кураççĕ. Июнь уйăхĕнче 520 ача çул çỹреве тухнă. Вĕсем 7 округа çитнĕ. Канаш тăрăхĕнчи Мăкăр кĕперĕ патĕнче, пылпа ĕçлекен хуçалăхра, Муркашри страус ĕрчетекен фермăра, Куславкка округĕнчи Сăр хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалланă астăвăм комплексĕнче, «Кайăк вĕçевĕ» илемлĕ вырăнта тата ытти çĕрте пулнă.