Ыр кăмăллăх — çыннăн чи паха енĕ. Ачасене пулăшас тĕллевпе çыхăннă пулсан, пушшех.
Пирĕн округра пурăнакансем «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонне çулсерен хастар хутшăнаççĕ. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне унăн пухмачне пĕтĕмпе 229235,75 тенкĕ пухăннă. Танлаштарма: 2021 çулта — 238201,18 тенкĕ, 2022 çулта — 322657,5 тенкĕ, 2023 çулта — 305278,22 тенкĕ. Паянхи кун тĕлне кăçалхи тỹпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 18971,75 тенке, вĕренỹ тытăмĕнчи коллективсен — 78085,5 тенке, организацисемпе предприятисен 101456 тенке çитнĕ.
Çỹлерех асăннă фонд тытăмĕнче ЧР вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ «Çитĕннисем — ачасене» ыр кăмăллăх фондне йĕркеленĕ. Вăл çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче старт илнĕ.
Пулăшусем — адреслă. Иртнĕ çул фонд тивлечĕпе Елчĕкри искусство шкулне ачасен ỹсĕмне тивĕçтерекен сĕтел-пукан, чăваш кĕписем илсе панă.