Воскресенье, 8 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хаксем ỹсиччен — ĕлкĕрĕр!

Хаксем ỹсиччен — ĕлкĕрĕр!

2025 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕршывра куçман пурлăх объекчĕсене регистрациленĕшĕн тивекен патшалăх пошлинин калăпăшĕ икĕ хут пысăкланать.

Пĕр объекта регистрациленĕшĕн унăн виçи граждансемшĕн — 4000 тенкĕпе, организацисемшĕн 44000 тенкĕпе танлашĕ. Çавăн пекех кадастр учетне кĕртнĕшĕн тивекен патшалăх пошлини граждансемшĕн 2000 тенкĕ, организацисемшĕн 22000 тенкĕ пулĕ. Енчен те куçман пурлăха пĕр вăхăтрах кадастр шутне илсе регистрацилес пулсан, граждансем валли пошлина хакĕ 6000 тенкĕ, организацисемшĕн 66000 тенкĕпе танлашĕ.

Халăха çакна пĕлтеретпĕр — 2024 çул вĕçĕччен кадастр учечĕн ĕçĕсене тỹлевсĕр пурнăçлаççĕ. Çĕнĕ çултан куçман пурлăх объекчĕ çинчен калакан сведенисене улăштарнăшăн та тỹлемелле пулать (граждансемшĕн ку пулăшу — 1000 тенкĕ, организацисемшĕн 2000 тенкĕ тивĕçĕ).

Енчен те эсир хваттере, çурта, çĕр лаптăкĕсене регистрацилесе ĕлкĕрмен пулсан, çак ĕçсене патшалăх пошлинин виçи ỹсиччен пурнăçлама ĕлкĕрĕр. Çак ĕçсене тума сире нумай функциллĕ центр специалисчĕсем пулăшĕç.

Л.ВИКТОРОВА,
«Мои документы» центр ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code