Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вырăнти уйрăмăн — çĕнĕ ертỹçĕ

Вырăнти уйрăмăн — çĕнĕ ертỹçĕ

Елчĕкри тĕп вулавăшра Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн пухăвĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне ЧНК президенчĕ Валерий Клементьев тата конгресăн Ваттисен канашĕн ертỹçи Василий Федотов хутшăннă. Валерий Леонидович вырăнти хастарсене — Аслă Елчĕкри вăтам шкулти вĕрентекене Надежда Хушкинăна, Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн культорганизаторне Наталия Муллинăна Хисеп хучĕсемпе чысланă, библиотекăна конгресăн 30 çулне халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» кĕнекине парнеленĕ. Пухура Николай Малышкин хăйне ЧНКн вырăнти уйрăмĕн председателĕн ĕçĕнчен хăтарма ыйтнине шута илнĕ, ун вырăнне Кушкăри вăтам шкул учительне Анна Портновăна суйланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code