Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăт ĕçе васкатма хистет

Вăхăт ĕçе васкатма хистет

Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 770 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Ĕнерхи кун тĕлне тыр-пула 300 гектар çинче вырнă, çав шутран 240 гектарне çапса тĕшĕленĕ.

Тĕш тырă культурисене кĕске вăхăтра тата тăкаксăр алла илесси тĕп тĕллев пулнине çĕр ĕçченĕ лайăх ăнланать, кашнийĕ хăйне шанса панă тивĕçе туллин пурнăçлама тăрăшать пулин те, юлашки кунсенчи йĕпе-сапаллă çанталăк ĕçре чăрмав кỹни вĕсене, паллах, шухăшлаттармасăр тăма пултараймастех. Вăхăт иртни те ĕçе васкатма хистет.

— Çумăр çуса чăрмантарман пулсан çак вăхăтчен тыр-пула çурри ытла пухса кĕртме пултараттăмăр ĕнтĕ, — терĕ Валерий Падуев председатель. Мĕн тăвăн? Çын çут çанталăкри пулăма хирĕç тăма вăй çитереймест. Ытти ял хуçалăх предприятийĕсем те халĕ çанталăк кăларса тăратнă лару-тăрăва пăхмасăр, çитес кунсенче вырма ĕçĕсем кал-кал йĕркеленсе каясса шанаççĕ.

Тыр-пул тухăçĕ мĕнле пулĕ тата? Валерий Петрович иртнĕ çул хăш-пĕр лаптăксенчен 1 гектар пуçне 52 центнер тыр-пул алла илме пултарнине палăртрĕ. Анчах кăçал тухăç та сахалрах пуласси халех паллă.

Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса пурнăçланă пулин те кирлĕ вăхăтра çанталăк условийĕ ял çынни майлă пулманни тухăç çине витĕм кỹретех.

Вырма ĕçĕсене пурнăçлама тĕплĕн хатĕрленнĕ хуçалăхра кадрсем тĕлĕшĕпе чăрмав пулманни те — çур ĕç тунипе тан. КСУ-1 йышши жаткăна Александр Филимонов тухăçлă ĕçлеттерет. Тыр-пула çапса тĕшĕлеме вара пĕр харăс 3 комбайн хутшăнать, штурвалсем шанчăклă алăсенче — вĕсене Сергей Шепиновпа Кирилл Падуева, Виталий Шакина шанса панă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code