Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăçа хăтлăх кỹресси — малти вырăнта

Пурнăçа хăтлăх кỹресси — малти вырăнта

Елчĕк муниципалитет округĕнче 2023 çулта та вырăнти халăх пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан 43 пуçару проекчĕ вăя кĕнĕ. Çавна май территорисенче тĕрлĕрен объектсем хута кайнă, ялсен сăн-сăпатне илем кỹрсе улăштарнă, çынсене пурăнма кирлĕ услови туса панă. Çав шута çаксем кĕреççĕ:

— Яманчỹрел ялĕнчи автомобиль çỹрекен çула юсани;

— Шăмалак, Яманчỹрел, Çĕнĕ Эйпеç, Акчел, Шуршу, Чăваш Тăрăмĕ, Аслă Таяпа, Кĕçĕн Патреккел, Кĕçĕн Таяпа, Турхан, Тăрмăш, Элекçей Тимеш, Елчĕк, Сăрьел, Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенчи чул-хăйăр сарнă çулсене юсани;

— Яманчỹрел, Лаш Таяпа, Чăваш Тăрăмĕ ялĕсенчи масар патне илсе çитерекен чул-хăйăр сарнă çулсене юсани;

— Чăваш Тăрăмĕнчи масар йĕри-таврашне карта тытса çавăрни тата хапха вырнаçтарни;

— Аслă Елчĕкри Яковлев урамне хăтлăх кĕртни, Свердлов, Тябуков ячĕпе хисепленекен урамсенчи çулсене юсани;

— Тĕмер, Хăвăлçырма ялĕсенчи пусăсене юсаса çĕнетни;

— Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче купель вырнаçтарни;

— Хăвăлçырмара спорт площадкин йĕри-таврашне карта тытса çавăрни;

— Яманчỹрел ялĕнчи çăл куç таврашне хăтлăх кĕртни;

— Таяпа Энтри ялĕнче дамбăна юсани;

— Çĕнĕ Пăва, Çуткỹл, Тип Тимеш ялĕсенче ача-пăча площадкисене вырнаçтарни;

— Вырăскасси, Ĕнел ялĕсенчи масар йĕри-таврашне карта тытса çавăрни;

— Элекçей Тимеш ялĕнчи масар территорине хăтлăх кĕртни;

— Тип Тимеш, Анатри Тимеш ялĕсенче пушар резервуарĕ вырнаçтарни;

— Тăрăм ялĕнче стадион йĕри-таврашне карта тытса çавăрни;

— Патреккел ялĕнче скважина чавни тата шыв башни вырнаçтарни;

— Энтепе ялĕнче ача-пăча площадки туни, хăтлăх кĕртни.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code