Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Студентсем практикăра

Студентсем практикăра

Елчĕкри тĕп больницăра çулсеренех аслă вĕренỹ заведенийĕсемпе колледжсенчи студент-медиксем практикăра пулаççĕ.

Сывату учрежденийĕнче анестезиологипе реаниматологи, педиатри, терапи, хирурги профилĕсем никĕсленнĕрен те практикантсем çулла йышлăн килеççĕ кунта. Пулас сывлăх хуралçисем 1-мĕш курс хыççăнах теори пĕлĕвĕсене специалистсен практикăлла опычĕпе пуянлатаççĕ.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 4-мĕш курс студенчĕсем — Владимир Леонтьевпа Мария Ефимова хăйсен кăмăл-туйăмне пытараймарĕç:

— Обходра пациентсене тĕрĕсленĕ тапхăра хутшăнтăмăр, анализсен кăтартăвĕсене хакларăмăр, диагноз лартма та тăрăшрăмăр.

Пиллĕкмĕш курс студенткине Дарья Спиридоновăна нумайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ. Чăваш Енри «Волонтер-медиксем» обществăлла организацин регионти координаторĕн çумĕ хăйне лайăх енчен кăтартма ĕлкĕрнĕ. «Сиплев ĕçĕ» специальноçа алла илме хатĕрленекенскер, тĕп больницăнах ĕçлеме килес кăмăллă, мĕншĕн тесен вăл тĕллевлĕ направленипе вĕренет.

Антонина АЛЕКСАНДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code