Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Коллективпа тĕл пулнă, ĕç планĕсемпе паллашнă

Коллективпа тĕл пулнă, ĕç планĕсемпе паллашнă

Строительсен кунĕ умĕн муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Елчĕкре вырнаçнă «Канашгаздорсервис 1» ООО предприятин малашлăх ĕç планĕсемпе паллашнă, шăпах професси уявĕ умĕн коллективпа та тĕл пулнă май вĕсене уяв ячĕпе саламланă, ĕçре ăнăçусем суннă.

«Канашгаздорсервис» ООО асфальтпа бетон ĕçĕнче усă куракан минераллă порошок тата органоминераллă хутăш кăларассипе тимлет. Производствăра 13 çын вăй хурать, цехра пĕр талăкра 250 тонна продукци туса кăлараççĕ.

— Округ территорийĕнче вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма кирлĕ пек условисем тата майсем туса парасси тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Ĕçе кĕрекен проект округра пурăнакансене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернисĕр пуçне округ бюджетне налук кĕртме пулăшать, строительство ĕçĕсене пурнăçланă тата çул-йĕре юсанă çĕрте пахалăхлă продукципе усă урма май парать, — тесе палăртнă округ пуçлăхĕ.

Коллектива професси уявĕ ячĕпе саламланă май Леонард Левый оператор-помольщик пулса ĕçлекен Николай Макова нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Елчĕк муниципалитет округ администрацийĕн Хисеп грамотине, Алексей Егоров сварщика Елчĕк муниципалитет округ администрацийĕн Тав çырăвне парса чысланă.

Сăн ỹкерчĕкре: туслă коллектив

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code