Пурнăç — экзамен. Кашни уйрăм çын е çемье умне тĕрлĕ задача кăларса тăратать вăл.
Ăна тĕплĕн татса парасси ăнланулăхран, килĕшỹрен, тăрăшулăхран нумай килет. Çак паллăсем çемьесен тăнăçлăхне упраççĕ те ĕнтĕ. Тĕслĕх вырăнне икĕ çемьепе паллаштарма кăмăл пур…
Степановсем — Виктор Ильичпа Зоя Аркадьевна — Çуткỹл ялĕнчен. Кил хуçи çут тĕнчене Каçал тăрăхĕнчи Нĕркеçре килнĕ. Çулсем иртнĕ май çамрăка Çутă кỹлĕ илĕртнĕ ахăртнех — ун çывăхне тĕпленнĕ. Пулас мăшăрне те, Тĕмер хĕрне, ун асамлăхĕпе илĕртме пултарнă.
Халĕ ĕнтĕ, акă, пурнăçăн пĕрлехи çулĕ çине тăнăранпа 55 çул çитнĕ те, иртнине аса илỹре шĕкĕлчемелĕх пурах вĕсен. Иккĕшĕ те 78 çула хыçала хăварни те сăлтавлать çакна…
В.Степанов Çĕнĕ Пăва шкулĕнче вăтам пĕлỹ илнĕ. Ун хыççăн Çĕрпỹри культурăпа çут ĕç училищине пĕтернĕ. 1964-2007 çулсенче Вырăскасси вулавăшĕнче библиотекарьте тăрăшнă. Агитатор, лектор, Пĕтĕм Союзри комсомол ĕçченĕсен слечĕн делегачĕ вăл. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ икĕ çул «Чăваш Енри чи лайăх библиотекарь», 1979 çулта вара «РСФСРти чи лайăх библиотекарь» ятсене тивĕçнĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамоти те унăн ĕçри тата общество пурнăçĕнчи хастарлăхне çирĕплетекен награда.
Виктор Ильич юрлама ăста. Çакă 1980 çулта «Шанăç» фольклор ансамбльне йĕркеленинче тата ăна нумай çул ăнăçлă ертсе пынинче те курăнать. Коллектива 2006 çулта «халăх» ятне панă.
Сăмах май, мăшăрĕ — Зоя Аркадьевна та хăй вăхăтĕнче çак туслă ушкăна çỹренĕ. Унăн та ĕç стажĕ пĕчĕк мар: Çуткỹлти шкулта кĕçĕн классене 37 çул вĕрентнĕ. Халăх çут ĕç отличникĕ вăл.
Степановсен икĕ хĕрĕпе ывăлĕ те ашшĕ-амăшĕн паха енĕсене курса çитĕннĕ. Çакнах вĕсем 3 ачине пама тăрăшаççĕ.
Тепĕр ăш пиллĕ çемье кỹршĕ ялтанах — Вырăскассинчен. Геннадий Петровичпа Елена Васильевна Вековсем те нумаях пулмасть изумруд туйне паллă тунă. Çак ятпа вĕсене виçĕ ывăлĕпе 4 мăнукĕ, тус-тăванĕсем йышлăн саламланă.
Геннадий Петрович та тăван тăрăх тулашĕнче ырлăх шыраман. 1966-1969 çулсенче Совет çарĕнче Чапаев дивизийĕнче службăра тăнă хыççăн «Дружба» колхозра шоферта ĕçленĕ. Шупашкарти советпа парти шкулĕнче икĕ çул вĕренсен пĕрлешсе пысăкланнă «Урожай» хуçалăхăн гараж заведующийĕнче тăрăшнă.
Унăн пурнăçĕнчи паллă тапхăр Курнавăш ял Канашĕпе çыхăннă. 1977-1990 çулсенче председатель пулнă май, ял çыннисен ĕç, йăла, кану, суту-илỹпе медицина условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе нумай тимленĕ. 1988 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн ларăвĕнче «Елчĕк районĕнчи Курнавăш ял Совечĕн ĕçĕ çинчен» отчет итленĕ. Икĕ çултан, унăн ертỹçин ĕçне пысăка хурса, Г.Векова РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
Тивĕçлĕ канăва тухиччен Геннадий Петрович 16 çул «Заря» коллективлă предприятире харăсах икĕ ĕçре — техник-строительте тата профком председателĕнче вăй хунă. Ĕç ветеранĕн харсăрлăхне кунта та тимлĕхсĕр хăварман — реском профсоюзĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе чысланă.
— Ватăлма вăхăт çук, — тет вăл шỹтлесе. — «Шанăçа» юрлама халĕ те çỹретĕп, тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме пулăшатăп.
Мăшăрĕ — Елена Васильевна — Патăрьел округĕнчи Турхантан. Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтерсен Курнавăш тăрăхне направленипе ĕçлеме янă ăна. «Дружба», «Урожай» колхозсенче зоотехник, тĕп зоотехник, бухгалтер пулса ĕçленĕ.
Н.ФЕДОРОВ.