Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлес туртăмĕ пысăк

Ĕçлес туртăмĕ пысăк

Физкультурник кунĕ тĕлне хаçатра пĕр-пĕр пултаруллă тренер е физкультура учителĕ çинчен çырасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Хальхинче редакци тĕпелне Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавательне Сергей Александрова чĕнтĕмĕр.

— Сергей Всеволодович, сана курма питĕ хавас. Тỹрех ыйтусем çине куçар: спортăн кĕрешỹ стильне суйласа илесси хăçан, мĕнле пуçланнă санăн?

— 4-5 классенче вĕреннĕ чухне Елчĕкри ДЮСШна ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çỹреме пуçланă. Валерий Георгиевич Чернов тренер ертсе пынипе районта иртнĕ ăмăртусенче нумай хутчен çĕнтернĕ, республикăра призерсен йышне кĕнĕ. Район команди йышĕнче футбол та вылянă эпĕ.

— Тренер çулĕ çине тăрасси те çакăнтанах килнĕ пулĕ?

— Çапла. Тĕллеве пурнăçа кĕртес шутпа малтан Канашри педагогика училищинче, каярахпа куçăмсăр майпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕрентĕм. 1995 çулта районти спорт шкулĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Çулталăкранах аслă тренера çирĕплетрĕç. Пĕрер ставкăпа иккĕн тата 0,5-пе директор ĕçленĕ. Халĕ пурте 0,9 ставкăпа. Çав хушăрах Кивĕ Эйпеç шкулĕнче 4 çул физкультурăна ертсе пытăм. Вăл тапхăрта пулас тĕнче класлă спорт мастерĕсем — Сергей Соловьевпа Александр Павлов кире пуканĕ йăтассипе малтанхи утăмсене ман патăмра тунă.

Çĕнĕ Пăвара ял уявне ирттернĕ хыççăн Чăваш Енре «Кĕрешỹ» спортне йĕркелесе яракансем — Николай Петровпа (çак ялтан) Виталий Васильев (Аслă Елчĕк) мана физкультура учительне ĕçлеме килме сĕнчĕç. Шăпах пĕр çул Мускавра ĕçлеме ĕлкĕртĕм ун чух. Килĕшрĕм. Харăсах ДЮСШра та ĕç вырăнĕ тупăнчĕ.

Уроксем хыççăн эрнере 3 хутчен вырăнти ачасемпе ирĕклĕ майпа кĕрешессипе тренировкăсем ирттерме пикентĕм. Йывăр марччĕ ĕçлеме вĕсемпе, мĕншĕн тесен тăрăшулăх, талпăну пурччĕ ачасен, нумайăшĕн куçĕсем çунса тăратчĕç. Спортра çавă кирлĕ. Хамăн ывăлсене, Димăпа Артема, кĕрешỹ мелĕсене вĕрентме илсе каяттăмччĕ. Вĕсем республикăри ăмăртусенче те палăрма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ.

— Апла пулсан ачăрсем пирки уйрăммăн чарăнса тăраймăн-ши?

— Юрать. Виçĕ ывăл пирĕн. Асли Мускаври МЧС тытăмĕн ĕçченĕ. Икĕ уйăх каялла капитан звани панă. Кĕрешнисĕр пуçне хоккей выляссипе те, шывра ишессипе те аптăрамастчĕ. Халĕ вăл самбо енĕпе Мускав округĕн призерĕ.

Артем — пулас программист, ЧПУра вĕренет. Кĕçĕнни — Кирилл — виçĕ класс пĕтерчĕ. Вăл та, тетĕшĕсем пекех, кĕрешме юратать. Икĕ çул каялла Грозный хулинчи уçă турнирта хăй виçинче 2-мĕш пулнăччĕ. Хут купăс патне те интерес пур унăн. Çывăх çулсенче ытларах ăçталла туртăнĕ — курăпăр.

— Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ, теççĕ. Шкул сакки хыççăн спорт çулĕпе малалла кайни — пĕрремĕш тренер ĕçне хаклани, ăна хисеплени. Çурма çулта чарăнман, хăйсен ятне час-часах пĕлтерекен çамрăксем çук мар санăн.

— Вулакан вĕсене лайăх пĕлсе çитнĕ ĕнтĕ: Евгений Абрамов, Давид Крысов (Çĕнĕ Пăва), Роман Иванов (Аслă Шăхаль), Денис Иванов (Елчĕк). Давид Крысовпа Константин Вишнев (Елчĕк) алă вĕççĕн çапăçассипе хутшăнаççĕ халь турнирсене. Ивановсем иккĕшĕ те спорт мастерĕн кандидачĕсем. Тепĕр картлашка çỹлелле хăпарасси хăйсенчен çеç килет.

Аса илнĕ май çакна та каласшăн: эпĕ ĕçленĕ çулсенче Çĕнĕ Пăваран Мария Зайцева та тухнă. Вăл — ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Раççейри В.И.Чапаев ячĕллĕ турнирăн бронза призерĕ, Ольга Смолинăпа Павел Архипов — алă вăйĕ виçессипе Чăваш Ен чемпионĕсем.

— Округра ирĕклĕ майпа кĕрешессипе те, чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе те ăмăртусем юлашки çулсенче питĕ сайра иртеççĕ. Турнирсемсĕр ачасен аталанăвĕпе çитĕнĕвĕ пирки калама та хĕн.

— Тĕрĕс ĕнтĕ. Пĕр çулталăкра Аслă Елчĕкре кăна виçĕ ăмăрту, Кушкăра пĕрре пулатчĕ. Çĕнĕ Пăвара чылайранпа ĕçлеместĕп пулин те, унта СССР спорт мастерне Владимир Филимонова асăнса çулсерен турнир йĕркелетпĕр. Вăл кунти тăрăхри çамрăксен теветкеллĕхĕнчен килет. Александр Ефремовпа Алексей Петров уйрăм предпринимательсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Ростислав Турхан тата ыттисем пысăк тимлĕх уйăраççĕ спорт кĕрешĕвне.

Шкулăн путвалĕнче нумаях пулмасть тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ, унта спорт секцийĕн ĕçне йĕркелеме çутă та хăтлă халĕ.

— Сергей, эсĕ Елчĕк шкулĕнче те сакăр çул ĕçлерĕн. Çапах та спорт шкулĕнчен нихăçан та пăрахман. Халĕ унта кăна тимлетĕн. Ĕç-пуç еплерех?

— Пĕр май темелле пулĕ. 25 ача çỹрет секцине. Вăл шутран пĕр ỹркенмесĕрех Лаш Таяпаран (6 ача), Çĕнĕ Пăваран (3), Аслă Елчĕкрен (3) пур килекенсем. Ку чух ачасен спортри аталанăвĕпе ашшĕ-амăшĕ интересленни те пысăк пулăшу парать пире. Михаил Миллин, акă, ашшĕ-тренер тăрăшнипех тĕрлĕ регионти турнирсенчен çĕнтерỹпе таврăнать. Малтанхи çулсенче тренировкăсене ман пата çỹренĕ вăл. Аслă Елчĕкри Арсений Адюковпа Лаш Таяпари Давид Сметанин та пысăк шанăç пама тивĕçлисем.

— Округра спорт кĕрешĕвĕн малашлăхне епле куратăн?

— Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлемелле, пĕтĕм ресурспа усă курмалла. Çитĕнỹсемшĕн хавхалантарни те пулмаллах. Тепĕр чухне сăмахпа тав туни те паха. Кĕвĕçỹлĕх вара ĕçе чаракан фактор.

С.Александров шкулта тăрăшнă çулсенче массăллă спорта аталантарассишĕн те сахал мар тимленĕ. Вăл хатĕрленĕ командăсем е уйрăм вĕренекенсем регион шайĕнче спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче палăрнă: физкультура олимпиадинче (призер), «Сăран мечĕк» (çĕнтерỹçĕ, призер), «Ылтăн шайба» (1, 3 вырăн) турнирсенче, шывра ишессипе (2), ЮИД конкурсĕнче (1)… Асăннă тата ытти çитĕнỹсемшĕн ăна ЧР физкультурăпа спорт министерствин, ЧР вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин Тав хучĕсемпе тата Дипломĕсемпе, Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе чысланă.

Сергей Всеволодович икĕ созыв Елчĕк ял тăрăхĕн депутачĕ те пулнă. Çынсемпе тăтăшах хутшăнни, канашлани ăна ачасемпе ĕçлессинче те витĕм кỹнех.

Чỹк уйăхĕнче 50 çулхи юбилейне кĕтсе илекен аслă категориллĕ тренер-преподавателĕн ĕçлес туртăмĕ пысăк-ха. «Тăвалла пулсан та — малалла» талпăнма вăй-хал, ăнăçу çеç сунас килет ăна.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code