Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йывăрлăхсене парăнманскер

Йывăрлăхсене парăнманскер

Спорта юратасси Витьăн ашшĕнчен — штанга йăтассипе Чăваш Енĕн икĕ хут чемпионĕнчен — Петр Моисеевичран куçнă. Ача яланах асли çумĕнче пулма тăрăшнă, пĕрле тракторпа ĕçленĕ. 1981 çулта вăтам шкула пĕтерсен хулана вĕренме кайма шутлать, анчах ашшĕ чирлекелеме пуçланипе вăл ялтах юлать — «Беларусь» трактора алла илет.

Çулталăкран комсомол путевкипе чикĕ хуралне службăна лекет. Кĕрхи призывра районтан иккĕн кăна тивĕçнĕ иккен пограничник тумне тăхăнма. Ара, Витя шкул çулĕсенче хастар пулнипе палăрнă та: вăл — комсомол комитечĕн спорт енĕпе ĕçлекенĕ, дружинник. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Пысăк шайри ăмăртусенчи çитĕнỹсем те нумай кĕттермеççĕ. Çавăнпа службăра та маттур чăваш каччи. Икĕ çул ытла «Чаçри чи лайăх спортсменсем» стенд çинчен унăн хушамачĕ кайман.

Ашшĕ витĕм кỹнипе Шупашкарти энерготехникума пĕтерсенех Мускаври физкультурăпа спорт техникумĕнче пĕлỹ илнĕ. Акционерсен «ДОРИСС» обществинче спорт инструкторĕнче, хулари 25-мĕш номерлĕ шкулта физкультура учителĕнче, олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕнче тренер-преподавательте ĕçленĕ. Ачасене, ĕçе юратни, чăтăмлăх çитерни çитĕнỹсем патне çул уçатех.

— Пĕр тулли кĕлеткеллĕ хĕр ачан чупассипе, тăршшĕне сикессипе яланах япăх паллăсем пулнă, — каласа парать Виталий Петрович. — Эпĕ ĕçлеме пуçласан ăна йывăр атлетикăна явăçтартăм. Çулсем иртнĕ май вăл спорт мастерĕ пулса тăчĕ.

Пултаруллă организатора Чăваш наци конгресĕнче те пĕлнĕ: 2007 çулта чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе спорт инструкторне çирĕплетеççĕ.

— 1995 çулта хамăр районти Çĕнĕ Пăвара çуралса ỹснĕ Николай Игнатьевич Петровпа паллашрăм, — иртнине малалла кăмăллăн аса илет Виталий. — Спорта чунтан парăннă çынччĕ вăл, шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Чăваш наци кĕрешĕвне чĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕмĕтсем çуралчĕç пирĕн.

Пĕрремĕш ăмăрту Шупашкарта иртнĕ. Малалла Чĕмпĕрте, Тутарстанра, Самарăра, Пушкăртра, Мускавра, Пермьре… Пĕтĕмпе 16 регионта. Пиçиххирен тытса кĕрешекенсен тĕнче шайĕнчи категориллĕ судйи 300 ытла турнирта судья тивĕçне пурнăçланă. 2013 çулта Хусанти тĕнче шайĕнчи Спартакиадăра та шаннă ăна.

В.Васильев тăван ялĕнче, Аслă Елчĕкре Афган вăрçинче пуçне хунă Анатолий Патшина асăнса 20 хут ытла турнир йĕркеленĕ, дипломсемпе, медальсемпе хăех тивĕçтернĕ. Халĕ вăл ăмăртăва тахçан пĕрре ирттернипех çырлахаççĕ. Ку тĕлĕшпе каллех хуларисен пуçарăвĕ кирлĕ-ши?

Виталий Петрович тăтăшах спорт мероприятийĕсенче те, мăшăрĕ, Люба, ăнланни питĕ паха ун пек чухне. Хĕрĕсем — Таньăпа Ира та мăшăрлă ĕнтĕ. Кукашшĕпе кукамăшне ачашламалăх икĕ мăнук парнеленĕ.

60 çулхи Виталий Васильев хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, тĕллеве пурнăçлассишĕн çине тăракан çын. Вăл — чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ỹнер академийĕн чăн членĕ, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ. Ăна «За служение национальному спорту» медальпе, нумай Хисеп хучĕпе чысланă.

Виталий МЕРДЕЕВ, Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçлĕ ăсти.

Сăн ỹкерчĕкре: В.Васильев Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Матакри шкулта Тутарстан Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Ш.Ш.Ягудинпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code