ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ĕçченĕсемшĕн профилактика мероприятийĕсем йĕркелесси тĕп тĕллев шутланать.
Ятарлă оперативлă акцисенче ĕçе пушшех вăйлататпăр. Çурла уйăхĕн 7-9,12-16-мĕшĕсенче «Подросток» профилактика мероприятийĕ йĕркеленĕ май, ăнăçсăр çемьесенче пулса вĕсенчи çул çитменнисемпе тата ашшĕ-амăшĕпе калаçу йĕркелерĕмĕр, кил-çуртри лару-тăрупа паллашрăмăр, пурнăç условийĕсемпе интереслентĕмĕр.
Полици пайĕнче паянхи кун тĕлне 16 (иртнĕ çул — 17) йывăр çемье учетра тăрать. Вĕсенче 30 (33) ача, çул çитменнисем — 8 (7). Ку çемьесен тĕлĕшĕпе полици, çавăн пекех профилактика субъекчĕсен енчен контроль çирĕп.
Çỹлерех асăннă тапхăртах округра «Условник» профилактика операцийĕ те иртрĕ. Условлă майпа айăпланă 20 ытла çынпа уйрăммăн тĕл пултăмăр. Хăйне мĕнле тытать, ăçта тата мĕн ĕçлет, судпа палăртнă тивĕçсене вăхăтлă пурнăçлать-и? Вĕсемпе çыхăннă ытти ыйтăва та тишкерме тивет.