Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Сувар» конкурсĕнче палăрнă

«Сувар» конкурсĕнче палăрнă

Хусанти чăвашсен «Сувар» хаçат редакцийĕ патриотика юррисен «Куççуль витĕр» онлайн-конкурсне ирттернĕ.

Унта 5-8 классенче вĕренекенсен йышĕнче Елчĕкри искусство шкулне çỹрекен Джамиля Савинова (ертỹçи — Ольга Архипова) «Сад памяти» юрăпа çĕнтерỹçĕ ята тивĕçнĕ. Çак ушкăнрах тата икĕ призлă вырăн: Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн 5-мĕш класс ачисем (Зинаида Михеева) 2-мĕш, Елчĕк шкулĕнчи Камилла Шитухина (Татьяна Сусметова) 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Татьяна Федоровна хăй ертсе пыракан Кивĕ Эйпеçри «Хĕлхем» ансамбльпе те хутшăннă, Гран-при çĕнсе илнĕ. 18 çултан аслăраххисенчен Тăрăмри культура çурчĕн культорганизаторĕ Диана Егорова — 2-мĕш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code