Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Халăха савăнтарнă

Халăха савăнтарнă

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-90-мĕш çулĕсенче Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулта художествăлла пултарулăх коллективĕ 50 вĕренекене тата 30 ытла вĕрентекене пĕрлештерсе тăнă. 1962-1975 çулсенче хорсене шкулта музыка вĕрентекен Петр Иванович Елисеев ертсе пынă. 1979 çултан 2012 çулччен ертỹçĕре Канашри педагогика училищин музыка уйрăмне пĕтернĕ хыççăн çак шкулта Владимир Нестерович Дергачев тăрăшнă. Вĕрентекенсем тата вĕренекенсем час-часах хамăр тăрăхри ашшĕ-амăшĕсен умĕнче çеç мар, таврари ялсенчи культура вучахĕсенче те концертсенче илемлĕ юрă хыççăн юрă шăрантарнă. Ленин орденлĕ «Победа» колхозăн аслă пухăвĕнче те, колхозра тата районта иртекен акатуйсенче те пуçтарăннă халăха юрă-ташăпа савăнтарма пултарнă çак коллективсем. Шкул ачисем тата вĕрентекенсем юрлакан вырăс, чăваш сăвăçисемпе композиторĕсен юррисене куракансем яланах тăвăллăн алă çупса, хапăл туса йышăннă.

Аслă Пăла Тимешри шкул ачисен тата вĕрентекенсен художествăлла пултарулăх колективĕсем районти смотр-конкурссенче час-часах призлă вырăнсем йышăнма пултарнă. Малти вырăнсене йышăнсан кăнтăр енчи районсен хушшинче иртекен конкурссене хутшăннă. 1985 çулта вĕрентекенсен художествăлла пултарулăх коллективĕ Аслă Çĕнтерỹ 40 çул тултарнине халалланă республикăри тупăшуран лауреат пулса таврăннă.

1-мĕш сăн ỹкерчĕкре вĕренекенсен хорĕ шкул сцени çинче. 1963 çул. Сулахайран сылтăмалла: Валерий Трифонов, Петр Терентьев, Галина Иванова (Московская), Зинаида Леонтьева (Портнова), Надежда Васильева, П.И. Елисеев.

Шкулта вĕреннĕ çулсенче сцена çинчен анма пĕлмен Галина Иванова кăçалхи августăн 19-мĕшĕнче 75 çул тултарать. Ялти вăтам шкула пĕтерсе алла аттестат илнĕ хыççăн çамрăк хĕр Шупашкара çул тытнă. 1974 çулта Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине пĕтернĕ хыççăн 58 çула çитиччен Елчĕкри искусство шкулĕнче хăйĕн юратнă профессийĕпе тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ларман вăл, ветерансен хорне çỹренĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Чăваш Республикин музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕн Галина Трофимовна Московскаян Дмитрий ывăлĕ те музыка енне туртăннă, тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе лайăх вылять тата хитре юрлать. Ăста аранжировщик та, юрăсем те кĕвĕлет. Вĕсем иккĕмĕш сыпăкри тăванĕпе — Алексей Московскипе шăрантаракан тăванлăх юррине Чăваш наци радиовĕпе тата телевиденийĕнче паракан передачăсенче пурте юратса итлеççĕ.

2-мĕш сăн ỹкерчĕк çинче 1986 çулта иртнĕ смотрти вăхăт сăнланнă. Солисчĕ — Кушкă шкулĕнчи музыка вĕрентекенĕ Петр Алексеевич Перепелкин. Баянисчĕ тата пултарулăх ертỹçи — В.Н. Дергачев.

В.ПЛОТНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code