Республикăри нумай ачаллă çемьесем тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ илес вырăнне пĕр хутчен паракан 250 пин тенкĕлĕх тỹлеве илме пултараççĕ. Çакна тăвас тесен çемьен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пурăнмалли вырăн çитменнисен черетне тăмалла.
250 пин тенке алăран тыттармаççĕ, ятарлă сертификат параççĕ. Вĕсенчен 276 çемье сертификат укçипе усă курма ĕлкĕрнĕ те, çав шутра 14-шĕ укçа-тенке çурт тума е туянма, 13-шĕ çĕр участокĕ туянма, 249-ĕшĕ кредит е ипотека парăмне чакарма янă.