Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Геройсен вăхăчĕ» программăра

«Геройсен вăхăчĕ» программăра

Вулакан пĕлет пулĕ, Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе «Геройсен вăхăчĕ» программа ĕçлеме пуçларĕ. Унпа килĕшỹллĕн ятарлă çар операцине хутшăннă 83 çар служащийĕ пĕлỹ илет, вĕсене пурне те тĕплĕн тĕрĕслесе йышăннă.

Вăл йышра Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ пилĕк орден кавалерĕ Александр Тихонов полковник та пур. Унăн наставникĕ — Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров. Александр Михайлович Чулхулара унпа тĕл пулнă май çакна палăртнă:

«Маншăн «Геройсен вăхăчĕ» — хама урăх енĕпе кăтартса çĕршыв аталанăвне тỹпе хывмашкăн туса панă майпа усă курма тăрăшасси». Игорь Комаров стажировка тухнă чухне ăна тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулăшать. Çапла майпа пирĕн ентеш малалла патшалăх службинче хăш еннелле каяс çулĕ уçăмланĕ.

А.Тихонов Атăл тăрăхĕнчи тĕрлĕ регионта пулма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Оренбург облаçĕнче, акă, обществăпа политика тата экономика аталанăвне вăйлатассипе çыхăннă ыйтупа ирттернĕ канашлăва хутшăннă, Президентăн Раççейри пĕрремĕш кадет училищин, патшалăх университечĕн çар центрĕн тата патшалăх Пуçлăхĕн йышăну пỹлĕмĕн ĕçĕпе паллашнă. Самар облаçĕнче «Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисем» патшалăх фончĕн кунти уйрăмĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă. Тĕрĕссипе, аслă офицер кирек ăçта та СВОна хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене мала хурать.

Чăваш Енре пулсан та фонд филиалĕнче чарăнмасăр тăма пултарайман паллах. Кунта çĕршыв хỹтĕлевçисемпе вĕсен çемье членĕсенчен 15000 ытла ыйту пулнă.

«Уйрăмра СВОран таврăннисене хăйсене канăçсăрлантарнă чăрмав çинчен каласа пама, ыйтăвĕсене татса памашкăн специалистсене шанма çăмăлрах, — тенĕ Александр Тихонов. — Эпĕ вĕсен ĕçне тишкертĕм те кашни пулăшма хатĕррине туйрăм. Филиалăн техника никĕсĕ çирĕп. Ыйтусене хăвăрт татса парассишĕн мĕнле ĕçлемеллине пĕлеççĕ».

Чăваш Енĕн региона ертсе пыракан управленинче пулнăран, унăн ĕçĕпе ăна Татьяна Немцева паллаштарнă. Кунта та граждансен нумай-нумай ыйтăвне йышăнассине, вĕсене татса пама власть органĕсем патне çитерессине тивĕçлипе йĕркеленĕ. Вăл шутра çар çыннисемпе çыхăннисене те.

Александр Тихонов Атăлçи округĕнчи тата Чулхулари регионсене ертсе пыракан управленисенче те пулнă. Малалла стажировка федерацин полномочиллĕ представителĕн аппаратĕнче, округри ытти регионта иртет.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code