Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Сатурн» вырмана вĕçлерĕ

«Сатурн» вырмана вĕçлерĕ

«Сатурн» хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине вĕçлерĕ. Шăп вырмана пĕтернĕ кун эпир, округ хаçачĕн ĕçченĕсем, асăннă хуçалăхра пултăмăр.

— Çитĕнỹ тунинче мĕн пур çĕр ĕçченĕн тỹпи пысăк. Çавна май вырма ĕçне хутшăннă кашни ĕçчене пысăк тав сăмахĕ калатпăр, — палăртрĕ пире уй-хир ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă май Владимир Мясников тĕп агроном.

Хирте пĕр харăс 3 комбайн ĕçлет. Юнашарах Патăрьел округĕн çĕрĕсем. Патăрьелсемпе Елчĕксем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тăрăшнăран уй-хир кĕрлесе анчах тăрать.

— Çанталăкĕ уяр, паянах вĕçлетпĕр ку лаптăка, — терĕ пире Николай Круглов комбайнер аякранах сывлăх сунса.

Çанталăк вăл яланах пĕр тикĕс тăмасть. Çумăрĕ çăвасси те, хĕвелĕ пăхасси те этем ирĕкĕнчен килмест. Кăçал август пуçламăшĕнче пуçланнă çумăр çур уйăх ытла вырма ĕçĕсене чарса тăрса хуçалăх ĕçченĕсене самай пăшăрхантарчĕ. Уйăхăн юлашки кунĕсенче уяр тăнă май пур хуçалăх та тыр-пул пухса кĕртес ĕçĕн хăвăртлăхне самай ỹстерчĕ, уй-хирсенче ĕç шавĕ кĕрлесе анчах тăрать.

Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 582 гектар çинче çитĕнтернĕ. Эпир çитнĕ тĕле 3 комбайн та хĕрỹ ĕçреччĕ. Пулса çитнĕ тырра ана çинчен кĕлете кĕртес ĕçре кашни ĕçченĕн тỹпи пысăк. Николай Круглов, Артур Кукурузов (отпуск илсе ятарласа хуларан яла ĕçлеме килнине хыпарларĕç), Герасим Корнилов хăйсен ĕçĕнче пысăк опытлă. Николай Крысов, Вениамин Лисицын, Владимир Краснов водительсем тырра комбайнсем патĕнчен йĕтеме турттараççĕ. Петр Зайцев машинист-водительте, Герман Зайцев водительте тăрăшаççĕ. Владимир Абрамовпа Игорь Бобров тырра алласа тасатаççĕ, Ирина Боброва, Гурий Бобров, Никита Крысов алласа тасатнă тырра тивĕçлĕ вырнаçтарассипе тата ытти ĕçпе тимлеççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче тырра çапса тĕшĕленĕ хыççăн ана çине юлакан улăма рулонсене хывса пыраççĕ, ферма çывăхне турттараççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: механизаторсемпе водительсем тĕп агрономпа Владимир Мясниковпа (сулахайран виççĕмĕш) пĕрле.

Округ уй-хирĕсенче

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14720 гектар (66 процент) вырнă, 14658 гектарне (вырнин 100 процентне) çапса тĕшĕленĕ. Округĕпе пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 31,5 центнерпа танлашать.

6389 гектар (28 процент) кĕрхи çĕртме тунă. 382 гектар (6,5 процент) çинче кĕрхи культурăсене акнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code