Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Черетлĕ çитĕнỹ

Черетлĕ çитĕнỹ

Елчĕкри вăтам шкулти педагогсемпе вĕренекенсен коллективĕсем тĕрлĕ проектсене, ăслăлăхпа пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса час-часах палăрни кĕтменлĕх мар.

Ачасен «Малтисен юхăмĕ» пуçламăш уйрăмĕ Пĕтĕм Раççейри конкурсра 3-мĕш вырăн йышăнса 200 пин тенкĕлĕх премие çĕнсе илни — черетлĕ çитĕнỹ. Хастарсем виçĕ модуле пĕрлештернĕ «ыр кăмăллăх», «патриотлăх», «наставник ĕçĕ» проектсене тăратнă.

Экспертсем конкурса хутшăннă 13 пин командăран чи лайăх 2 пин ушкăна суйласа илнĕ. Вăл рейтингра — Елчĕксем те. Асăннă нухратпа вĕсем спортпа туризм оборудованийĕпе инвентарĕсем туянма, театрпа медиа-студисене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме шутлаççĕ.

Пĕлме: Чăваш Енрен асăннă конкурсра 8 команда (500-шер пин тенкĕ) 1-мĕш, 10 команда (300-шер пин тенкĕ) 2-мĕш, 27 команда 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code