Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юлташĕсем хыççăн

Юлташĕсем хыççăн

Вырăскассинчи Шкул урамĕнчен ятарлă çар операцине виçĕ çын хутшăнать. Илья Федоров (ун çинчен хаçатра маларах çырнăччĕ), Николай Федотов тата Николай Лисицын. Иртнĕ кунсенче виççĕмĕшĕн тăван килĕнче пулма тỹр килчĕ.

Николай черетлĕ отпускра пулнине пĕлсе кайнăччĕ эпир. Йăнăшнă иккен: вăл эрне каялла тухса кайнă. Çапах та каялла «пушă алăпа» каяс темерĕмĕр, ашшĕ-амăшĕпе, аппăшĕпе курнăçса сăмахларăмăр. Хăйĕнпе телефонпа çыхăнса илтĕмĕр-ха, анчах çыхăну тăтăш çухалать е хурав та кĕскен кăна.

— Килсен те ытлашши каласа памасть, — инçетри ывăлĕпе калаçу вăрăмах пулманнине пытармарĕ ашшĕ Владимир Иванович.

Коля, Çуткỹлти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта вĕреннĕ чух çулсерен Мухтав хутне тивĕçнĕскер, 9 класс хыççăн Çĕнĕ Пăвара пĕлĕвне малалла тăснă. Кỹршĕллĕ Курнавăшах çỹреме пултарнă-ха вăл, анчах ача сахаллипе 2015 çулта унта тата хăш-пĕр шкулта 10-мĕш класс уçтарман.

Çывăх мар çул пĕччен çамрăка хăратман. Çуран утса-чупсах кĕскетнĕ вăл ăна. Унăн вĕренỹри тăрăшулăхне, обществăлла ĕçĕпе спортри хастарлăхне шкула ылтăн медальпе вĕçлени çирĕплетет.

— Питĕ сăпайлă, пултаруллă ачаччĕ, — кĕскен хак пачĕ ун пирки шкул директорĕнче ĕçленĕ Дмитрий Горшков.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физикăпа математика факультетĕнче пĕлỹ пухнă çулсенче те Николай хăйĕн пултарулăх енĕсене малалла аталантарса пынă. Ăслăлăхпа практика конференцийĕсенче I степень дипломсене тивĕçни те, çăмăл атлетикăра пьедестал çине пĕр хутчен мар хăпарни те, сăрт-ту туризмĕнче пĕрремĕш çитĕнỹсене туни те студентăн тĕрлĕ енлĕ ăсталăхĕ çинчен калать. Чăваш Ен чемпионатĕнче 400 метра чупассипе 3-мĕш призер пулнă вăл. Кăтартăвĕ — 56,72 çеккунт. Çапла майпа Мускаври ăмăртусене те хутшăнма тивĕçнĕ.

Ĕнерхи шкул медалисчĕ педуниверситетăн «Пушар хăрушсăрлăхĕ» профильпе çыхăннă физмат факультетне те хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ.

Аслă шкул пĕтерекенсене çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлассинче икĕ вариант сĕнеççĕ: пĕр çул сроклă служба е икĕ çуллăх контракт. Николая юлташĕсем хăйсен йышне тăма, иккĕмĕшне суйлама сĕннĕ.

Вăл дата: çурла уйăхĕ, 2021 çул. Служба вырăнĕ: Мурманск, тинĕс пехоти. Унта вăл Аслă Елчĕк каччипе Илья Черновпа паллашать. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан — çулсем тĕрлĕ еннелле.

Н.Лисицын ефрейтор тăракан подразделенири пĕр ушкăна Харьков, кайран Херсон енне куçараççĕ. Батальонăн тивĕçтерỹ ротин водителĕ передовойне хĕç-пăшал, ытти кирлĕ хатĕр турттарать. Тарăн пĕлỹллĕ салтака юлашки вăхăтра документаци ĕçне туса пыма та шанаççĕ.

Малтанах типĕ апатпах çырлахма тивнĕ салтаксен. Халĕ вĕсем патне гуманитари пулăшăвĕ çитеймесен те кулянма сăлтав çук: апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен аптăрасах каймасть.

Пĕр подразделенирех чăвашсем йышлă пулни (Патăрьелтен, Тăвайран, Вăрнартан) тăванлăх ăшшине туйма, чуна уçса калаçма май парать. Уйрăмах Лаш Таяпари Семен Салминпа туслă Николай.

Хирĕç тăруллă вырăнта лăпкă марри каламасăрах паллă. Тăтăшах, кашни позицишĕн пыракан хĕрỹ çапăçу. Çухатусăр та мар. Пĕр хаяр çапăçура Николай хăй те контузи илнĕ. Севастополь, Евпатори госпиталĕсенче сипленсен реабилитаци тапхăрĕ хăй маларах тăнă Мурманскри çар чаçĕнче иртет. Унтан каллех хĕрỹ вырăна.

Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Н.Лисицын ефрейтора пĕрремĕш наградăпа — Суворов медалĕпе 2022 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче чысланă. Иртнĕ çул вара II степень Паттăрлăхшăн, II, I степень «Çарти паттăрлăхшăн» медальсемпе наградăланă…

Лисицынсен картишне пырса кĕрсен тỹрех универсаллă мини-трактор куç тĕлне пулчĕ. Амăшĕ, Валентина Николаевна каланă тăрăх, ывăлĕ халь отпуска килсен туянса панă иккен. Кил-хуçалăхра куллен усă курмалли питĕ меллĕ техника. Ачисем юнашар мар чухне пушшех те. Асли, Ольга хĕрĕ, Шупашкарти «Юрат» строительство суту-илỹ комплексĕнче ĕçлекенскер, канмалли кунсенче килсех тăрать-ха. Ун валли те кил-тĕрĕшре ĕçĕ сахал мар.

Çемьепе калаçса ларнă май вăрттăнлăх та уçăлчĕ: Николай отпуск вăхăтĕнче Шупашкарти пĕр ЗАГС пайĕнче Çĕрпỹ округĕн хĕрĕпе Елизаветăпа çемье чăмăртанине çирĕплетнĕ. Эппин, Лисицынсен çемйинче паттăр салтака чăтăмсăррăн кĕтекен тепĕр çын хутшăннă. Сăмах май, Елизаветăн ашшĕ те ятарлă çар операцийĕнче.

Николай МАЛЫШКИН.

Сăн ỹкерчĕкре: Николай Лисицын.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code