Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ техника ĕçе çăмăллатать

Çĕнĕ техника ĕçе çăмăллатать

Округра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тăкаксăр пуçтарса кĕртес ĕç малалла тăсăлать. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый çак кунсенче «Яманчурино» тата «Энтепе» ОООсенче пулса уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă.

Владимир Рахмуллин ертсе пыракан «Яманчурино» хуçалăхра тĕш тырă культурисем 1767 гектар йышăнаççĕ, августăн 29-мĕшĕ тĕлне 1139 гектарне çапса тĕшĕленĕ, пурĕ 30575 центнер пухса кĕртнĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 26,8 центнерпа танлашать. Тĕш тырă культурисене çапса тĕшĕлеме хăватлă комбайнсем хутшăнни ĕçе çăмăллатнипе пĕрлех вăхăта перекетлет.

Акăнакан лаптăксене тивĕçлĕ йĕркелесе пыраççĕ хуçалăхра. Кĕр тыррисенчен пысăк тухăç илме май пуррине шута илсе (вĕсем маларах та пиçсе çитнĕрен техникăпа та шайлашуллă усă курма май пур) кĕрхисен лаптăкне кăçал тата та ỹстерме шутланă — пурĕ 497 гектар çинче акса хăварма палăртаççĕ. Кунта «Новоершовская» сортлă тулă акма тытăннă, ăна кăçал 180 га хывма планланă. Çĕнĕ вăрлăха компактлă универсаллă машинăпа акаççĕ, техникăна пысăк опытлă механизатора Алексей Сорокина шанса панă. Ятарлă технологипе акни пĕр вăхăтрах тăпрана тирпейлеме те, акма та май парать. Техника (хакĕ 25 млн тенкĕпе танлашать) пысăк производствăллă, пысăк хăвăртлăхлă, сеялка сарлакăшĕ — 12 метр. Çакă вăрлăха тивĕçлĕ тата виçеллĕ варăнтарма май парать.

«Энтепе» ОООра та ĕç вĕресе тăрать. Тĕш тырă культурисене пухса кĕртес ĕçре «АCROS» маркăллă виçĕ тухăçлă комбайн ĕçлеççĕ. Вĕсен штурвалĕсем умĕнче пысăк опытлă механизаторсем: Артемий Васильев, Юрий Лисицын, Виктор Клементьев. Реиз Заббаров, Николай Едриванов, Василий Клементьев водительсем çапса илнĕ тырра йĕтеме турттарса тăраççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1055 гектар çинче çитĕннĕ, ĕнерхи кун тĕлне 545 гектар ытла тырра çапса тĕшĕленĕ, 19255 центнер çапса илнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç — 35,5 центнер. Андрей Васильев палăртнă тăрăх, кăçал тырă тухăçĕ уйрăмах савăнтарать: туллăн пĕр гектартан тухакан вăтам тухăçĕ — 50 центнер, урпапа сĕллĕн — 40 центнер.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code