Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутат парнисем

Депутат парнисем

Черетлĕ пĕлỹ çулталăкĕ çитнĕ май вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕ хавхалану кỹресси округра ырă йăлана кĕнĕ.

«Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕ йĕркелекен «Шкула кайма пулăш» ыр кăмăллăх акцийĕ çулсерен иртет. Кăçал ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов уйрăмах хастар. Вăл ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем валли хатĕрленĕ шкул хатĕрĕсене тĕп вулавăшра иртнĕ мероприятире ун ятĕнчен округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев, Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ертỹçи Владимир Федоров тата округри клиент службин пуçлăхĕ Владимир Егоров панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code