Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçару проекчĕсем валли — ытларах укçа-тенкĕ

Пуçару проекчĕсем валли — ытларах укçа-тенкĕ

Ялсене хăтлăлатассипе çыхăннă кашни проект валли уйăракан укçа-тенкĕ виçи 2 миллион тенкĕрен 3 миллион тенкĕ таран ỹсет. Çак улшăнăва ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли программăна кĕртеççĕ.

Çапла майпа ку е вăл пуçару проекчĕпе çыхăннă ĕçсен тăкакĕсен 70 процентне республика бюджечĕ, 30 процентне вырăнти бюджет саплаштарать. Унсăр пуçне, граждансем обязательнăй йĕркепе хывакан укçа-тенке,бизнес,общество организацийĕсен пулăшăвне те шута илмелле. Палăртнă программа мероприятийĕсем валли кăçал пĕтĕмпе 2 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.Конкурс суйлавĕ витĕр 1488 проект тухнă. Программăна кĕртнĕ улшăнусем республикăри ялсенчи пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă.

Çавăн пекех «Пуçаруллă бюджет» программа пулăшнипе кăçал регионта 500 ытла çул-йĕре йĕркене кĕртмелле.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх ялта пурăнакансенчен 1500 проект илнĕ. Программа шайĕнче вырăнти халăх общество анлăшне, социаллă тата çул-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хăтлăлатас тĕллевлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code