Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фермерсен рейтингĕнче

Фермерсен рейтингĕнче

Етĕрне округĕнче иртнĕ республикăри фермерсен слетĕнче чи лайăх 100 хресчен (фермер) хуçалăхне палăртнă.

Рейтинга йĕркелессипе ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инноваци» предприятийĕн специалисчĕсем тăрăшнă. Вĕсем хуçалăхсен усă куракан çĕр лаптăкне, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк, техника шутне, ĕç укçи шайне, ĕçлекенсен йышне, тупăшлăха, парăм çуккине шута илнĕ.

Çапла майпа лайăх 100 Х(Ф)Х йышĕнче пирĕн округри фермерсем те пур. Курнавăшри Елена Цветкова, рейтингпа килĕшỹллĕн, 14-мĕш вырăнта. Александр Бикулов (Çĕнĕ Эйпеç) — 22-мĕш, Виталий Васильевпа (Аслă Таяпа) Валерий Смирнов (Чăваш Тăрăмĕ) — 30-мĕш тата 39-мĕш.

Кушкăри Петр Хмелев хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçине агропромышленность комплексĕн аталанăвне йĕркелессинче нумай çул хастар ĕçленĕшĕн ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code