Понедельник, 16 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шăнкăрав урока чĕннĕ

Шăнкăрав урока чĕннĕ

В.В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпа шкулĕнче Пĕлỹ кунне халалланă савăнăçлă линейка çỹллĕ шайра иртнĕ. Уява вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ, Елчĕк округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Лаш Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ Светлана Ермакова, Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан атте тата ытти официаллă хăнасем хутшăннă.

Линейкăна шкул директорĕ Ирина Чернова уçнă, вăл педагогсемпе вĕренекенсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх, телей, вĕренỹре çитĕнỹсем суннă. Кăçал шкул 137 вĕренекене йышăннă, вĕсенчен 2-шĕ пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă.

Вĕренекенсемпе педагогсене, вĕсен ашшĕ-амăшне Леонард Левый, Юрий Попов тата ытти хăнасем саламланă.

— Кашни çыннăн пурнăçĕ юратнă шкулпа, вĕрентекенсемпе, асра юлакан самантсемпе çыхăннă. Ачасене ăнăçлă та интереслĕ вĕренỹ çулĕ, педагогсене тата ашшĕ-амăшне çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани парас ĕçре çитĕнỹсем, ырăлăхпа тỹсĕмлĕх сунатăп, — палăртнă Леонард Васильевич.

Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче вĕренỹре, пултарулăх тупăшăвĕсенче, спортра палăрнă вĕренекенсем Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Людмила Матвеева, сăмахран, тăван ен культурин предмечĕпе иртнĕ олимпиадăн регионти тапхăрĕн призерĕ пулнă (наставникĕ — А.Н.Теренина), Егор Мустаев (И.Н.Павлова) республика шайĕнчи «Эксцельсиор-2024» фестивальте ачасен хушшинче иртнĕ «Пирĕн планетăн симĕс сăнарĕ» конкурсра призер пулнă. Ăна 50 пин тенкĕ преми парса хавхалантарнă. Шкулта хоккей вăййин юхăмĕ тивĕçлĕ аталаннă. Кунти хоккеистсем (наставникĕсем — Ю.С.Рахмуллин, В.С.Иванов) — икĕ çул умлă-хыçлă республикăри «Ылтăн шайба» клубăн призĕсемшĕн пыракан тупăшăвăн çĕнтерỹçисем. Уявра çавăн пекех стипендиатсене те чысланă.

Лаш Таяпа шкулĕ пысăк та çутă, хăтлă. Кунта вĕренме, пултарулăх тата ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ аталанма условисем çителĕклĕ. 2024 çулта шкул çумĕнчи территорие хăтлăх кĕртме пуçăннă, стадион хута янă. Кăçал пуçару бюджечĕн программипе территорие хăтлăх кĕртес ĕç малалла тăсăлнă (пурĕ 1746169 тенкĕлĕх). Юрий Попов ял халăхне вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă май хăйĕн тăван ялĕпе тата шкулпа мăнаçланнине палăртнă, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Леонид Черкесовăн саламне вуласа панă.

Кăçалхи пĕрремĕш шăнкăрав янăранă хыççăн вĕренекенсем партăсен хушшине вырнаçнă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code