Пĕрлĕхре вăй тетпĕр. Халăх, ертỹçĕсем, территори пайĕнчи предприяти-организацисем пĕр тĕвĕре пулсан кирек хăш ыйтăва та тивĕçлĕ татса пама пулать.
Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çак кунсенче округри территори пайĕсенчи çул-йĕре хута ярас тата юсас ĕçсем мĕнле пынипе вырăна тухса паллашнă. Аслă Елчĕк территори пайĕн ĕçĕ-хĕлĕпе уйрăмах кăмăллă юлнă вăл. Асăннă территори пайĕнче çул-йĕре асфальт сарас е хытă сийлĕ тăвас тĕллевпе кашни çулах курăмлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Кунта патшалăх шайĕнчи тĕрлĕ проектпа программа пысăк пулăшу параççĕ. Вĕсене халăхпа пĕрле предприятисем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе уйрăм предпринимательсем те активлă хутшăнни ĕçе тата та ансатлатать.
Кăçал ялта «Хăрушлăхсăр паха çул-йĕрсем» наци проекчĕ пулăшнипе К.Маркс урамне, Лермонтов урамĕнчен пуçласа Матросов урамĕ таран тăсăлакан пăралука, Комаров урамне пĕтĕмĕшле 1,7 çухрăм тăршшĕ (пурĕ 58 миллион та 231 пин тенкĕлĕх) пĕр йăрăмлă çул сараççĕ. Проект тĕлĕшпе икĕ çул ĕçлеме палăртнă. Çул тăвас ĕçе çăмăллатас тĕллевпе газ тата шыв пăрăхĕсене çĕр айне хывас енĕпе те сахал мар ĕç пурнăçланă (8 миллион та 600 пин тенкĕлĕх).
Пуçару бюджечĕ программăнах илер. Çул-йĕр сарас енĕпе унпа анлăн усă курать кунти халăх. Кăçал вăл программăна хутшăнса укçа-тенкĕн пысăк суммине пухма пултарнăран Яковлев урамне асфальт сарса хытарнă (670 метр тăршшĕ). Проект хакĕ — 2 млн та 600 пин тенкĕ. Молодежная урамри çула хытă сийлĕ тăвас ĕç те вĕçленсе пырать, халĕ çул хĕррисене çирĕплетессипе тимлеççĕ. Çул-йĕре асфальт сарма пурĕ 4 млн 970 пин тенкĕ тăкакланă. Çак виçĕ обьекта пурнăçлассине «Яльчикское» ДПМК хăй çине илнĕ. Строительсем пур ĕçе те вăхăтра вĕçлеме палăртаççĕ. Тябуков урамĕнче те юсав ĕçĕсене пурнăçласа пĕтернĕ, 400 метра тăсăлакан автоçула 15 сантиметр хулăнăш вак чул сарса хытарнă. Ĕçе пурнăçлама Рахимзянов уйрăм предпринимателе шаннă.
— Ленин ячĕллĕ хуçалăх, В.Ф.Чернов, Г.З.Афанасьев хресчен (фермер) хуçалăхĕсем уйрăмах хастар пĕрлехи ĕçре. Çакă хуçалăх ертỹçисем ялшăн, халăхшăн тăрăшнине çирĕплетет, — пĕлтернĕ Леонард Васильевич Аслă Елчĕксен ырă тĕслĕхне ырланă май.
Вăл хуçалăх ертỹçисене пархатарлă ĕçшĕн тав тунă.
Е.ПЕТРОВА.
Анна Медведева сăн ỹкерчĕкĕнче: Леонард Левый Аслă Елчĕк ялĕнче çул-йĕр сарас ĕçпе паллашнă самант.