Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вутри çамрăклăх

Вутри çамрăклăх

Эпир, ултă пĕр тăван, ывăлсенчен аслисем, вăрçă нушине пĕлмерĕмĕр. Чи кĕçĕнни, Валерий, сроклă служба хыççăн Хабаровскра прапорщиксен шкулĕнче вĕреннĕ. 1988 çулта хăй ирĕкĕпе Афганистана кайнă, артиллери заставин старшини Джабаль хули çумĕнчи чаçре хĕсметре тăнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн тивĕçнĕ наградăсем те пур унăн.

Паян вара унăн ывăлĕ, Игорь, çĕршыва нацистсенчен хỹтĕлесе юн тăкрĕ.

Тăрăм каччи, салтак тумне тăхăнсан, малтанах танкист-наводчике вĕренчĕ, Кемерево облаçĕнчи пĕр чаçре службăра пулчĕ. 2021 çулта контракт çырса Таджикистанри 201-мĕш çар базинче çар техникине юсакан ротăра тăнă. 2023 çулхи çуркунне Украинăри ятарлă çар операцине кайма приказ илет. БТР-80 машинăн механик-водителĕ пулса çапăçать нацистсене хирĕç. Пĕр çапăçура тăшман техникăна персе лектерет. Игорь çунакан техника ăшĕнчен аран тухса ĕлкĕрет. Чĕрĕ-сывă юлнă юлташĕсемпе боевиксен атакисене сире-сире янă. Çавăн чухне каччă аманать: сылтăм чавсине осколок кĕрсе ларать.

Новосибирскри госпитальте пиллĕкмĕш кунне çеç операци тăваççĕ. 2024 çулхи кăрлач уйăхĕнче хăйĕн чаçне, Таджикистанах таврăнать вăл. Çуркунне вара пĕтĕм ротипех Сирие куçараççĕ.

Паянхи кун та Игорь Сорокин рядовой çывăх Хĕвел тухăçĕнче алхасакан вут-кăвара курать, салтакăн йывăр ĕçне пурнăçлать — çĕршывăн интересĕсене хỹтĕлет. Манăн шăллăма çак медальсемпе чысланă: «Хăюлăхшăн», «Çапăçусенче палăрнăшăн», «Сирири çар задачисене пурнăçланăшăн», «Парада хутшăннăшăн». Çавăн пекех Сири халăхĕн ячĕпе панă Тав çырăвĕ те пур унăн.

Эпир, тăванĕсем, Игорь отпуска килессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

Турă сыхлатăр сире, çар çыннисене.

Александр СОРОКИН,
отставкăри прапорщик. Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code