Четверг, 19 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Силос хываççĕ

Силос хываççĕ

Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый «Победа» хуçалăхра пулса уй-хир тата выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсемпе, хуçалăхра инвестици проекчĕсене мĕнле пурнăçа кĕртнипе паллашнă.

«Победа» ООО ура çинче çирĕп тăрать. Ỹсĕм Николай Головин директор хуçалăх ĕç-хĕлне тивĕçлĕ йĕркелесе пынипе, кунти ĕçченсем шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланипе пулса пырать. Ертỹçĕ кашни кунах ĕçченсен хушшинче, вĕсене хавхалантарать, кирлĕ чух канаш-сĕнỹпе те пулăшать. Ỹсен-тăран çитĕнтерессипе те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ кунта, производство никĕсне çирĕплетес тĕллеве мала хураççĕ.

Кăçал уй-хирте 1340 гектар çинче тĕрлĕ культура акса çитĕнтернĕ, вĕсенчен ытларах пайне выльăх апачĕн культурисем йышăнаççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 45,9 центнерпа танлашнă.

Хальхи вăхăтра «Победа» хуçалăхра 1286 пуç мăйракаллă шултра выльăх (çав шутра 410 ĕне) шутланать. Сĕт сăвассипе «Победа» ООО чылай çул малта пырать. Кăçалхи 8 уйăхра пĕр ĕнерен 7729 кг сĕт сунă. Ĕне ашĕ туса илессипе те лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕхрен тивĕçлĕ продукци илес тесен ун валли çулсерен пахалăхлă, çителĕклĕ апат хатĕрлеççĕ. Ку енĕпе те малта хуçалăх. Паянхи кун тĕлне 3000 тонна сенаж хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра силос хатĕрлес ĕç хĕрсе пырать.

— 200 гектар çинче çитĕннĕ кукурузăн тап-таса та тикĕс уйĕсене, тăрăшса ĕçлекен механизаторсене курсан чун савăнать. Силос хатĕрлес ĕçре технологие çирĕп пăхăнать хуçалăх, çавна май пахалăхлă та сĕтеклĕ выльăх апачĕ продукцине тата та ỹстерме май парĕ, — палăртать округ ертỹçи.

Уяр çанталăкпа тухăçлă усă кураççĕ ĕçченсем. Паянхи кун тĕлне кукурузăн 100 гектарне вырса силоса хывма ĕлкĕрнĕ те.

Николай Головин ертỹçĕ анчах мар, ăста специалист тата пысăк опытлă зоотехник та, çавна май силоса хатĕрлес ĕçе те хăй тĕрĕслесе тата йĕркелесе пырать. Кукурузăна Олег Елисеев «Полесье» комбайнпа вырса пырать. Сергей Елисеев, Владимир Козлов, Николай Герасимов, Раиль Самигуллин симĕс массăна траншейăна вăхăтлă турттарса тăраççĕ. Анатолий Сорокин механизатор ăна траншейăна тĕрттерсе таптаттарассипе тăрăшать. Ĕçченсем пысăк опытлă пулнăран ĕç кал-кал пырать.

Кунта çакна та асăнмалла. Хуçалăхра Европа стандарчĕпе 360 пуç пăру валли вите тăваççĕ.

— Витери тĕп ĕçсем вĕçленнипе пĕрех. Çывăх вăхăтра рабочисем оборудованисене вырнаçтарĕç тата шалти ĕçсене вĕçлĕç. Çанталăк сивĕтсенех кунта пăрусене кĕртĕпĕр. Çĕнĕ витере пăрусене ỹсме тата аталанма условисем çителĕклĕ пулĕç, — тет выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе районта анчах мар, республикăра та малтисен йышĕнчи хуçалăх ертỹçи Николай Головин.

Çутă та хăтлă кабинăсем санитари условийĕсене тивĕçтереççĕ, апата виçеллĕ парас енĕпе йăлт сăнавлă. Инвестици проектне пурнăçа кĕртни çĕнĕ ĕç вырăнĕсене те уçать.

Ял хуçалăх техникисене çĕнетсе пырассипе те ăнăçлă ĕçлет пĕрлĕх.

Леонард Левый «Победа» ООО ертỹçине инвестици проекчĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каланă, малашлăхра ăнăçусем суннă. Çакă округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне те пысăк тỹпе хывнине палăртнă. Ку енĕпе хуçалăх округри ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсемшĕн анчах мар мар, республикăрисемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Самана таппипе тан утакан хуçалăхпа унăн ĕçченĕсене ăнăçусем сунар.

Е.ПЕТРОВА.

Анна Медведева сăн ỹкерчĕкĕсенче: Леонард Левый силос хатĕрлекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code