Пятница, 20 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малашлăх ыйтăвĕсем

Малашлăх ыйтăвĕсем

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Елчĕк муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта çак ыйтусене сỹтсе явнă:

  1. Налук саккунĕсен улшăнăвĕсем.
  2. Нумая тăсăлакан перекет программи — усăллă та шанчăклă (Чăваш Республикинчи халăхăн финанс пĕлỹлĕхне ỹстерес тĕлĕшпе 2024 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче йĕркеленĕ Координаци канашĕн ларăвĕн протоколĕн 3.8 пункчĕпе килĕшỹллĕн).
  3. Вырма ĕçĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем.

Округри тĕп вулавăшра пуçтарăннă пысăк йыш умĕнче Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, акционерсен «Волга-Капитал» обществин филиалĕн директорĕ Наиля Васильева тухса калаçрĕç.

Кун йĕркинчи 1-мĕш ыйтăва тишкернĕ май, Алевтина Николаевна 2025 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен НДФЛăн прогрессивлă виçе кăтартăвĕсем вăя кĕрессине пĕлтерчĕ. Тĕслĕхрен, 2,4 миллион таран тупăш пулсан — 13 процент, 2,4-5 млн пулсан — 15 процент, 5-20 млн тăк — 18 процент.

Асăннă тапхăртанах стандартлă налук вычечĕн калăпăшĕ ỹсет. Калăпăр, ĕçлекен çын ГТО нормативĕсене пурнăçланă май наградăланнă тата диспансеризаци тухсан çĕнĕ вычет — пĕр çуллăха 18 пин тенкĕ çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех иккĕмĕш ача çуралсан 1400 тенкĕ вырăнне 2800 тенкĕ пулать. Виççĕмĕш тата ытти ачасемшĕн — 6 пин (3 пин). Çула çитмен инвалид ачана усрава илнĕ ашшĕ-амăшне, опекуна пăхса хăварнă вычет 6 пинрен 12 пин тенке çитет. Çакă кăнтăрлахи уйрăмра вĕренекен, 24 çул тултарман 1-мĕш е 2-мĕш ушкăнри инвалидсене — студентсене, аспирантсене, ординаторсене те пырса тивет.

Тупăш калăпăшне те ỹстернĕ: ачасене уйăракан стандартлă налук вычечĕ 350 пинрен 450 пин тенкĕ таран пулĕ.

2024 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнчи 179-мĕш номерлĕ Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн хăш-пĕр категорири çемьесене налук тỹлевĕ тивĕçет. Пирваях икĕ тата ытларах ачаллă ашшĕ-амăшĕн (опекун, попечитель, усрава илекен) вăтам ĕç укçи пурăнмалли минимум виçинчен иртмелле мар. Сумма виçи çемьери йышран та килет.

Ĕçлекен ашшĕ-амăшне парăнакан çулсеренхи тỹлев 2026 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăя кĕрет. Тỹлеве Раççейри социаллă фонд йĕркелет. Асăннă ыйтăва фондăн вырăнти уйрăмĕн специалисчĕсем те татса парĕç.

Хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансене, çар çыннисене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемье членĕсене федераци шайĕнче çĕр налукĕ тỹлессинчен хăтараççĕ. Паллах, вырăнти депутатсем хăйсем ку тĕлĕшпе тата хушма çăмăллăхсем пăхса хăварма пултараççĕ.

Транспорт налукĕпе илсен, ăна тỹлессинчен СВОна хутшăнакансене хăтарнă.

Налог законодательствин улшăнăвĕсем пирки Раççей налук службин сайчĕн (www.nalog.gov.ru) официаллă страницинче паллашма пулать.

Нумая тăсăлакан перекет программипе (Программа долгосрочных сбережений) Наиля Вагизовна паллаштарчĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче старт илнĕ программăн тĕллевĕ — патшалăх пулăшăвĕпе пенси капиталне йĕркелесси. Кун пирки çамрăксен те халех шутламалла. Программăна (кĕскен — НТПП) участникăн хăйĕн тỹлевĕсем, патшалăх хушăмĕ, страхлав пенсийĕн тытăмĕ урлă пухăнса пынă укçа-тенкĕ «хутшăнаççĕ».

Патшалăх енчен 3 çуллăха кашни çул 36 пинлĕх пулăшу илме май пур. Тỹлеве тивĕçлĕ канăва тухма 5 çул юличчен (хĕрарăмсем 55 çулта, арçынсем 60 çулта) е килĕшỹ тунăранпа 15 çул çитиччен йĕркелеме юрать. НТППа пухăннă пурлăха 10 çул хушшинче е каярах та илме пулать.

Асăннă ыйту пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен акционерсен «НПФ «Волга-Капитал» фончĕн çак адресне уçăр: www.volqa-capital.ru

Виççĕмĕш ыйтупа пухăннисене округ пуçлăхĕ Леонард Левый информаци пачĕ. Унтан çакă курăнать: республикăра виçĕ округра юлашки гектарсем юлнă. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ 28,1 центнерпа, пирĕн округăн 32,3 центнерпа танлашать. Хăш-пĕр округсенче вăл 25 центнера та çитеймен. Республикăра пĕлтĕр 1 миллион ытла тонна тĕш-тырă туса илнĕ пулсан, кăçал — 765 пин тонна. Пирĕн тăрăхра 39 пин ытла гектар акăнакан çĕр шутланать, çав шутран 21 пин гектарĕ тыр пул пуссисем пулнă. Хуçалăхсенчен йĕтĕн, хура тул, рапс çитĕнтерекенсем те пур — меллĕ тата тухăçлă. Халĕ кĕр акинче васкавлăх кирлĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕнче Леонард Левыйпа Алевтина Федорова тата район прокурорĕ Александр Кудряшов граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе те йышăннă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code