Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Пушкин картти» пулăшать

«Пушкин картти» пулăшать

Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Пушкин картти» проекта ĕçе кĕртнĕренпе икĕ çул çитрĕ.

Шкул ачисемпе çамрăксене культурăллă канма май паракан проекта Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă. «Пушкин карттипе» пирĕн çĕршыври яш-хĕр патшалăх шучĕпе культура мероприятийĕсене çỹреме пултарать. Урăхла каласан, вăл — искусство тĕнчине пропуск.

Асăннă карттăпа 14-22 çулсенчи çамрăксем усă курма пултараççĕ. Çакă вĕсемшĕн питĕ пысăк пулăшу. Малтанах вăл 2 пин тенкĕпе танлашатчĕ, халĕ — 5 пин. Унпа концертсемпе спектакльсене, куравсене тỹлевсĕр çỹреме май пур. Вăл укçана культурăпа çыхăннă мероприятисене кăна тăкаклама юрать. Карттăна «Банк почтине» кайса илмелле е Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче регистрациленмелле те ятарлă сарăм вырнаçтармалла.

Билета тăвансене те, юлташсене те пама юрамасть. Программа тăрăх ăна ыттисем валли туянма та хирĕçленĕ. Эппин, «Пушкин карттипе» илнĕ билетсем пурте ятлă. Культура учрежденийĕсенчи мероприятисене кĕнĕ май сиртен паспорт ыйтма пултараççĕ.

Округри вулавăшсенче 2023 çулта «Пушкин карттипе» усă курмалли 37 тĕрлĕ мероприяти иртнĕ. Вĕсене 49643 тенкĕлĕх 318 билет сутăннă. Шкул ачисем валли çак тĕллевпе литература каçĕсем, ăсталăх класĕсем, квест-вăйăсем, викторинăсем тата ыттине ирттернĕ.

Культура çурчĕсемпе илсен, кăçал 160 пин тенкĕлĕх 754 билет сутăннă.

Культура учрежденийĕсен, «Пушкин карттин» правилисемпе килĕшỹллĕн, программăна пурнăçланă хыççăн усă курнă билетсене «юрăхсăр» тесе йышăнас тивĕçе йĕркелемелле. Çавăн пекех вĕсене сутнă билетсем çинчен калакан реестра кĕртес пулать. Мероприяти хыççăн 12 сехет хушшинче билетсене «сỹнтерсе» ĕлкĕрмелле.

«Хăвна культурăллă тыт!» девиза тĕпе хуракан проект ачасемпе яш-кĕрĕме культурăпа çывăхланма май парать. Ялтах культура еткерне хăнăхма тата аталантарма ирĕк уçать. Ку уйрăмах шкулсенче вĕренекенсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Калас сăмахăмсене çак пĕлтерỹпе вĕçлесшĕн: округ центрĕнчи культура керменĕнче юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕн, чỹк уйăхĕн 6-мĕшĕнче Вырăс драма театрĕн артисчĕсем Пушкин карттипе кăсăклă программăсем кăтартма планланă.

Марина ДЕМЬЯНОВА,
округ администрацийĕн культура тата социаллă аталану пайĕн начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code