Суббота, 28 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Ашшĕ-амăшĕ те яваплă

Ашшĕ-амăшĕ те яваплă

Авăн уйăхĕн 16-20-мĕшĕсенче республикăра çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн эрни иртрĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ — çынсем патне Чăваш Енре пулса иртнĕ çул-йĕр çинчи инкексен сăлтавĕсене çитересси тата аварисен шутне чакарасси. Кăçалхи 8 уйăхра çул-йĕр правилисене пăснă 504 тĕслĕхе регистрациленĕ, пĕлтĕр, çак вăхăтрипе танлаштарсан, 559 пулнă. Вĕсенче 63 (69) çын вилнĕ, 650 (740) çын аманнă.

Çул çинчи инкексем ытларах автотранспортпа хăвăртлăха палăртнинчен ỹстернипе çыхăннă. Хăвăртлăх йĕркине пăхăнманнипе 84 инкек пулнă регионта. Вăл 13 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнипе, 83 çын сусăрланнипе вĕçленнĕ.

Çỹлерех асăннă тапхăрта руль умне ỹсĕр ларнă тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма хирĕçленĕ 2555 водителе тытса чарнă. Çавăн пекех юраман вырăнта хирĕç транспорт çулĕ çине тухнă (7 пин), çуран çỹрекенсене ятарлă вырăнта каçма «ирĕк» паман (9 пин) тĕслĕхсене çирĕплетнĕ. Çакă 156 (138) пулăмра çынсем çине пырса кĕрессипе вĕçленнĕ. Вĕсенче 20 (13) çын вилнĕ, 143 (129) çын аманнă.

Шел пулин те, çул çитмен ачасем хутшăннипе пулакан инкексем та сахал мар республикăра: январь-август уйăхĕсенче 116 çул-йĕр инкекĕнче 2 ача пурнăçĕ татăлнă, 133-шĕ сусăрланнă. Шар курнисенчен 49-шĕ çуран, 47-шĕ пассажир пулнă.

Ачасем пирки ыйту чылай. Юлашки вăхăтра, çанталăк уяр тăнăран та, мотоциклпа çỹрекенсем çине-çинех. Вĕсем урамсем тăрăх пысăк хăвăртлăхпа çил «хăвалаççĕ». Ытти транспортпа — мопедпа, электросамокатпа ярăнакансен те тимлĕхе ỹстерни кирлĕ.

Ачан тумĕ е портфелĕ çинче çутта тавăрса паракан элемент пулмалла. Вăл тепĕр чухне çын пурнăçне çăлса хăварма пулăшать. Раççейри çул-йĕр хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн наукăпа тĕпчев центрĕн специалисчĕсем ирттернĕ тĕпчев тăрăх, элементпа усă курни транспорт хатĕрĕ пырса кĕрес хăрушлăха 6 хут чакарать. Çутă пăнчă водителе илĕртет, çуран каçакан çынна 130-400 метртан асăрхама май парать. Автоçулсем урлă палăртнă вырăнта çеç каçмалла. Пирваях килекен автотранспорт чарăннине пăхас пулать.

Профилактика ĕçĕпе ГАИ сотрудникĕсемпе педагогсем кăна тимлени çителĕксĕр. Ашшĕ-амăшĕн те ютшăнмалла мар ку ĕçрен, мĕншĕн тесен ачасен пурнăçĕ — çитĕннисен аллинче. Икĕ кустăрмаллă транспорт хатĕрĕ туянас умĕн те вĕсен яваплă пулмалла.

Алексей СЕРГЕЕВ,
ГАИ инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code