Суббота, 28 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксен опычĕпе паллашнă

Елчĕксен опычĕпе паллашнă

Республика тĕп хулинчен аякра вырнаçнă Елчĕк тăрăхĕнче те хăнасене кăтартмалли сахал мар. Юлашки çулсенче хăтлăхпа тирпей-илем ыйтăвĕпе уйрăмах çине тăрса ĕçленĕрен Пăла тăрăхне уйрăм çынсем те, делегацисем те килсех тăраççĕ.

Хальхинче ĕçлĕ визитпа пирĕн патăмăрта Кострома облаçĕн делегацийĕ — администрацин, муниципаллă пĕрлешĕвĕн Канашĕн представителĕсем, округсен пуçлăхĕсем (сăн ỹкерчĕкре) пулнă. Вĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса социаллă ыйтусене татса памалли указĕ епле пурнăçланнипе кăсăкланнă.

Çав тĕллевпех округ администрацийĕн ларусен залĕнче «Елчĕк муниципалитет округĕнче «Пуçару бюджечĕн» проекчĕсене ĕçе кĕртесси» ятпа çавра сĕтел иртнĕ. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн шалти политикин Управленийĕн ертỹçин çумĕ — обществăлла пĕрлешỹсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Алексей Юрьев, ЧР муниципаллă пĕрлешỹсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов тата округ пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннă.

— «Пуçару бюджечĕ» проектпа эпир чылай çул тата ăнăçлă ĕçлетпĕр, — пĕлтернĕ ум сăмахра Леонард Васильевич. — Ялсенчи халăха тав, мĕншĕн тесен вĕсем пултаруллă, тăрăшуллă пулнăран пурнăçа кĕртетпĕр те тĕрлĕ объектсене. Вырăнта мĕн ытларах кирлĕрех — укçа-тенке çавăнта яма тăрăшатпăр. Кăна халăх хăй татса парать.

Проектсене ĕçе кĕртни çинчен округ пуçлăхĕн çумĕ — территорисене аталантарассипе, хăтлăх кỹрессипе ĕçлекен управленин начальникĕ Алина Смирнова паллаштарнă. Калас пулать, ку направленипе ĕçлесси çулсерен çирĕп вăй илсе пырать. 2017 çултан пуçласа 2024 çулччен округра пĕтĕмпе 209,6 миллион тенкĕлĕх 276 проект пурнăçа кĕртнĕ. Проектсен шучĕ кашни çул ỹссе пырать: 2017 çулта — 8, 2019 ç. — 20, 2021 ç. — 33, 2023 ç. — 56, кăçал — 79. Вĕсен пĕтĕмĕшле сумми 4 миллионтан тытăнса 85 миллион тенке çитнĕ. Тĕп ĕçсен списокĕнче: автоçулсене юсани, физкультурăпа спорт тата ача площадкисем йĕркелени, масар территорийĕсене тирпейлени…

Елчĕк территори пайĕнче те, уйрăммăн илсен, проектпа килĕшỹллĕн «симĕс çутă» панă объектсен шучĕ сахал мар. Туса ирттернĕ мерприятисем пиркиОльга Левая тĕп специалист эксперт каласа панă.

Кивĕ Эйпеçсен вара «Вучах» ятпа йĕркеленĕ территорин обществăлла хăй тытăмлăхĕпе мухтанмалăх пур. Пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ Юрий Алексеев палăртнă тăрăх, кăçал вучахçăсем «Социаллă тивĕçтерỹ, социаллă пулăшу тата граждансене хỹтĕлесси» направленипе Президент фончĕн грантне çĕнсе илнĕ. Ялшăн 400 пине яхăн укçа-тенкĕ аванах. Унпа ял çыннисен канăвне йĕркелеме ятарлă оборудовани туяннă, çавăн пекех тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ.

Аякри хăнасем теорие малалла практикăпа çыхăнтарнă: Елчĕк, Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль ял территорийĕсенче «Пуçару бюджечĕн» тивлечĕпе пурнăçланнă объектсене çитсе курнă. Тĕлĕннине те пытарман.

Çав вăхăтрах костромчансене чăваш халăхĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе паллашма та май туса панă — Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче, культурăпа кану паркĕнче чăннипех килĕшнĕ вĕсене.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code