Суббота, 28 сентября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яланлăхах таврăнчĕ…

Яланлăхах таврăнчĕ…

Тăван çĕршывăн историйĕнче, нумай çул иртсен те, халăх асĕнчен тухма пултарайман самантсем пур. Вăхăт та вĕсен паттăрлăхне манăçлăха кăлараймасть, татах та мăнаçлăрах палăртать çеç. Хăш-пĕр çын шăпинче вара истори пулăмĕсем тĕкĕр çинчи евĕр курăнаççĕ…

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Елчĕкри вăтам шкулта историе çырăнма тивĕç мероприяти иртрĕ. Çак кун асăннă учрежденирен вĕренсе тухнă Николай Петров 25 çул тултармаллаччĕ. Текех уçаймĕ вăл тăван шкул алăкне, вĕрентекенĕсемпе те ăшпиллĕн калаçаймĕ. Шурă тăрна пулса вĕçейрĕ аякка. Çук, вуçех кайман Николай. Кунтах вăл, шкултах. Яланлăхах халь таврăнчĕ: Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕн 2024 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнчи 752-мĕш Йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула Раççей Федерацийĕн Геройĕ Николай Алексеевич Петров ятне панă.

Николай Петров Тỹскел ялĕнче çуралнă. Унăн шкулта вĕреннĕ тапхăрĕ — уйрăмах юлашки çулĕ тухăçлăхпа çырăннă: технологипе Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадин призерĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ, кире пуканĕ йăтас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ, «Районти чи лайăх спортсмен-2017». Çав çулхинех Мускаври пĕтĕмĕшле çар командирĕсене хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕнĕ, тăватă çултан ăна хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ. Малаллахи служба — Дагестан. Ятарлă çар операцийĕнче — малтанхи кунсенченех. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе, Паттăрлăх орденĕпе наградăланă, срокчен аслă лейтенант званине панă. Иртнĕ çулхи пуш уйăхĕнчи пĕр хаяр çапăçура вăл вилмеллех аманнă. Раççей Президенчĕн 2023 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшỹллĕн çар тивĕçне пурнăçланă чухнехи харсăрлăхпа паттăрлăхшăн Николай Алексеевич Петров аслă лейтенанта вилнĕ хыççăн Раççей Геройĕн ятне панă.

Мăнаçлăхпа палăрса тăракан мероприятие шкул коллективĕпе пĕрле Николайăн тăванĕсем, тус-юлташĕсем, çар çыннисем йышлă пуçтарăннă.

Малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмах илчĕ.

— Николай Петров хăйĕн ятне пысăк та ылтăн сас паллисемпе çырчĕ, — терĕ вăл. — Ентешĕмĕр пурнăçне чи сăваплă ĕçпе, профессипе — çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăнтарнă. Тĕллевне пурнăçлас тесе вăл ачаранах хăйне вăй-хал, кăмăл-сипет, тавра курăм тĕлĕшĕнчен аталантарса пынă. Унăн ятне яланах çỹлте тытар, вăл пире ырă та пархатарлă ĕçсем тума кăна хистетĕр.

Ентешĕмĕрĕн кĕске пурнăçĕнчи паллă утăмĕсене çавăн пекех Раççей ФХС Службин тивĕçтерỹ ĕçĕн ертỹçин заместителĕ Алексей Сайкин генерал-лейтенант, ЧР Вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Захаров, РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Генеральнăй штабĕн Тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор, Президент академийĕн патшалăх управленийĕн аслă шкулĕн «Геройсен вăхăчĕ» программине хутшăнакан Александр Тихонов полковник та пысăк хак пачĕç. ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тата РФ Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаеван çырăвĕсене вуласа пачĕ. Вĕсенче Николайăн ашшĕпе-амăшне — Алексей Витальевичпа Олеся Владимировнăна паттăр ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тунине, унăн ячĕ яланах астăвăмра пулассине палăртнă.

Хăнасем сăмах каланă хушăра уяв вĕренекенсен юрă-ташă композицийĕпе пуянланса пычĕ. Ăна Çĕмĕрлерен килнĕ параппанçăсен — ачасен тĕслĕхлĕ «Калинка» ушкăнĕ пушшех илем кỹчĕ. Кунтах 11-мĕш кадет класĕнче пĕлỹ илекен Мария Адюкова çитĕнекен ăру ячĕпе çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсене ĕмĕрех асра тытма, вĕсен тĕслĕхĕсем çинче вĕренсе ỹсме сăмах пачĕ.

Геройăн ашшĕ — Алексей Витальевич — ывăлĕн ятне сума сунăшăн пухăннисене пуç тайса тав турĕ, шкул музейне Николайпа çыхăннă асăмлăх япалисене парнелерĕ.

Шкула Герой ятне пани çинчен калакан вывескăна Алексей Витальевичпа Матвей ывăлĕ уçрĕç. Округри шкулсенчи çамрăк армеецсемпе кадетсем хăйсенчен кăшт кăна аслăрах юлташне, вĕсем пекех «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисен хастарĕ пулнă Паттăра чыс парса стройпа утса иртрĕç. Николай Мускаври Хĕрлĕ площадьре виçĕ хутчен Çĕнтерỹ парадне хутшăннипе те мăнаçланма пултарнă.

Çав кунхинех Тỹскелти Çамрăксен урамĕнчи 14-мĕш çурт умĕнче Асăну хăмине уçрĕç. Пулас Герой çак çуртра çут тĕнчене килнĕ, пĕчĕкрен ĕçе кỹлĕннĕ, спортпа туслашнă. Çар çынни, офицер пулас ĕмĕчĕ ачан 7-мĕш класра вĕреннĕ чухнех çуралнă.

Шăплăх саманчĕ хыççăн мероприятие ертсе пыракан хăнасене сăмах пачĕ. Вĕсен кашнин шухăшне кĕскен кăна палăртса хăварар.

Дмитрий Захаров министр: «Вăл хăйĕн çемйинчех Герой пулса тăнă».

Алевтина Федорова куратор: «Ача мĕнле пуласси ашшĕ-амăшĕнчен килет. Николай пек пулас тесе тăрăшмалла ачасен».

Юрий Попов — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ: «Спорт унăн пуласлăхне никĕсленĕ».

Бахтиер Холиков — ЧР çар комиссарĕ: «Николай Петров — Раççей офицерĕн ырă тĕслĕхĕ».

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев вара çапла каларĕ:

— Çак çурт — хăватлă çурт. Çирĕп те тĕреклĕ çемьерен çакăн пек паттăр тухнă та. Николай хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр юлташĕсене çăлас тесе пысăк ĕçсем тунă. Халĕ ĕнтĕ вăл çăлтăр пулса тỹпене хăпарчĕ. Эппин, Николайăн çăлтăрĕ хăйĕн пек маттур та патвар çынсен çулĕсене çутатса тăтăр яланах.

Мероприятин виççĕмĕш пайĕ масар территорийĕнчи часавайра иртрĕ. Унта Раççей Геройĕн Николай Петровăн ятне çырнă Николай Чудотворец иконне вырнаçтарчĕç. Ăна Лаш Таяпари Турă Амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан атте пилленипе хатĕрленĕ. Çак ятпа Александр Сенькин протоиерей молебен ирттерчĕ. Юлашкинчен Николайăн вилтăпри çине чечексем хучĕç.

…Чунра тăвăр та йывăр. Паттăрсен ашшĕ-амăшĕн çухатăвне нимĕнпе те саплаштараймăн. Нимĕнле сăмахпа та йăпатаймăн. Çак йывăр çухатăва пирĕн ăнланупа астăвăм çеç çемçетĕ. Çĕр çинчи тăнăç пурнăçшăн вĕсем паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Пирĕн тивĕç — çак паттăрлăха асра хăварасси.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code